Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи малтанах — кил ăшшине упракан

Чи малтанах — кил ăшшине упракан

Елчĕкри «Меридиан» суту-илỹ çуртĕнче лавккасемсĕр пуçне тĕрлĕ кантурсем вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн ĕç пỹлĕмĕ. Районти пĕртен-пĕр нотариуспа Руфина Воронцовăпа çывăхрах паллашас, чуна уçса калаçас тесе ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр.

— Руфина Георгиевна, питĕ хăйне евĕрлĕ, илемлĕ, час-часах тĕл пулман ят санăн?

— Аттене СССР халăх артистки Руфина Нифонтова питĕ килĕшнĕ. Мана, пиллĕкмĕш хĕрне, хăй юратнă артисткăн ятне панă.

— Эсĕ хăш тăрăхра çуралса ỹснĕ?

— Эпĕ XIX ĕмĕрти паллă чăваш поэчĕн, педагогĕн, священникĕн Турхан Хĕветĕрĕн кĕçĕн мăнукĕ. Хамăр районти Аслă Шăхаль ялĕнче Федоровсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ултă пĕр тăван çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне чылай çул каялла ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Тĕп килте пичче çемйипе пурăнать.

— Ачалăха аса илес пулсан, мĕнпе тыткăнланă вăл?

— Ачалăх кирек камшăн та чи илĕртỹллĕ вăхăт. Йышлă çемьере ỹснĕрен пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕ. Каникулсенче хаваспах бригадир хушнă ĕçе чупаттăмăр. Çу кунĕсенче пирĕн вăхăтрисем пурте уй-хирте вăй хунă. Çум çумлаттăмăр, утă, улăм, арпа пуçтараттăмăр, ăна лавсем çине тиеттĕмĕр. Килти выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхаттăмăр. Ĕне çитерме çỹреттĕмĕр.

— Вăтам пĕлỹ илсен мĕнле ĕмĕт-тĕллевсем хуçаланатчĕç хĕр упраç пуçĕнче?

— Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан вĕренсе тухсан мана пысăк хулари пурнăç илĕртетчĕ. Çавăнпах Куйбышев хулине çул тытрăм. Унти политехника институтне вĕренме кĕтĕм. Инçетри хулана тухса каяс ĕмĕтпе çунатланнăскерĕн кăмăл-туйăмăн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Анчах пур чухне те пурнăç урапи хамăр шухăшланă пек кустăртатса пымасть вĕт. Çỹлте пĕлсе, йĕркелесе тăраççĕ пулĕ çав çыннăн шăпине, хăш çулпа утмаллине…

— Мĕн сиксе тухрĕ ĕнтĕ?

— Шăпах çав çулхине Елчĕк-Курнавăш автоçулне асфальт сарма тытăннă. Эпир, халĕччен район центрне çуран утакансем, çул тунă çĕрте ĕçлекен автомашинăсене алă тăратса çула май ларса каяттăмăр-килеттĕмĕр. Пĕринче çапла пĕр çамрăк водитель лартса килчĕ. Паллашрăмăр. Пĕр-пĕрне уйăх çурă пек пĕлсен, август уйăхĕнче, Владимир мана качча вăрласа кайрĕ…

— Акă мĕнле шăпа кĕтнĕ иккен?

— Турă пỹрнинчен иртеймĕн теççĕ. Хулана вĕренме каясси пулмарĕ вара. Октябрьте туй кĕрлеттерсе ирттертĕмĕр.

— Пĕр кĕтмен çĕртен Патреккел кинĕ пулса тăтăн апла?

— Çапла.

— Упăшку çинчен те пĕлес килет.

— Патреккел ялĕнче йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ вăл. Пĕчĕккĕллех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вăтам шкул хыççăн водителе вĕреннĕ. Çар службинчен таврăнсан «Прогресс» колхозра водительте ĕçлеме пуçланă. Тĕп килте амăшĕпе кăна пурăннă. Ĕлĕкхи йăлана упраса тăван кил вучахĕн çутине унăн малалла çутатса пымалла пулнăран вăл ялта тымар янă.

— Апла эсĕ хунямапа пурăнма пуçланă?

— Вăл маншăн анне вырăнĕнчех пулчĕ. Пытармастăп, 18 çулти арăм кăмака кукринче кăштăртатма та пит пĕлмен. Качча кайиччен пĕлнĕ чи лайăх ĕç маншăн — ĕне сăвассиччĕ. Пĕчĕкрен ăна наччасра, вăр-вар сăваттăм. Ыттине, хĕрарăм ĕçĕсене, хуняма вĕрентнĕ. Епле тутлă пĕçеретчĕ-ха вăл çăкăр-булкăсене. Каярахпа унăн аллине «туянтăм». Зоя Яковлевнăпа 23 çул килĕштерсе пурăнтăмăр.

— Алăра аттестат кăна пулнă çамрăк кине ĕç тупма та çăмăл пулман ĕнтĕ.

— Малтанах килте кăна кăштăртатнă. Кил-çуртри тирпей-илем, ĕне сăвасси ман çинчеччĕ, анчах камăн килте ларас килтĕр? Ĕç пултăр тесе кирек хăш сферăра ĕçлеме те хатĕрччĕ. Вара ялти садике воспитатель пулăшаканне вырнаçрăм. Пурнăçăма ачасемпе çыхăнтаратăп пулĕ тесе аслă шкула воспитателе вĕренме кĕтĕм, анчах самана таппин йывăрлăхĕсене пула садике вăхăтлăха хупрĕç те урăх ĕç шырама тиврĕ.

— Хальхинче ăçта ĕç вырăнĕ тупма май килчĕ?

— Районти Татьяна Михайлова нотариус патне ĕçе вырнаçрăм. Унта специалист пулса 6 çул ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Раççейри патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче юриспруденци факультетĕнче пĕлỹ илтĕм.

— Апла пулсан сана юрист пулма пилленĕ?

— Çаплах пулĕ. Икĕ аслă шкула вĕренме кĕрсен те унти специальноçсене илме тỹр килмерĕ. Юриста вĕренсе тухнă май пĕр вăхăт миравай судра специалистра тăрăшрăм. Унтан Ольга Пасхина нотариус патĕнче стажировка тухрăм. Ольга Витальевна Çĕмĕрлене куçса кайсан ун вырăнне тăрса юлтăм. Унтанпа 11 çул иртсе кайрĕ.

— Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, санăн мăшăрун йăмăкĕ шăпах республикăри нотариат палатине ертсе пырать…

— Паян Елизавета Ильинична Чăваш Республикин нотариат палатин президенчĕ. Пысăк тавра курăмлă юрист малтанах пур енĕпе те пулăшу аллине тăсрĕ. Ĕçленĕ май вара опыт та пухăнать. Мĕн тесен те документсен тĕрĕслĕхне çирĕплетекен право службин яваплăхĕ çав тери пысăк.

— Нотариус пулăшăвĕ илес текенсем кулленех йышлăн пулĕ?

— Граждансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнатпăр. Ытларах куçман пурлăхпа, пурлăха еткерлĕхе хăварассипе, ача амăшĕн капиталĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусемпе килекенсем нумаййăн. Кашнин ыйтăвне тимлĕ итлетпĕр, саккунсене тĕплĕн ăнлантаратпăр. Юрист пулăшăвне тỹлевсĕрех паратпăр. Уйрăмах ватăсемпе ытларах калаçма, ăнлантарса пама тивет.

— Пĕччен ĕçлеместĕр ĕнтĕ?

— Иккĕн. Светлана Баранова специалистпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Халĕ вара вăл пирĕн кин пулса тăчĕ. Отпускра-ха.

— Сирĕн миçе ача?

— Пĕртен-пĕр ывăл. Шăпах иртнĕ эрнере Саша çемье çавăрчĕ.

— Ывăлăр мĕнле професси илнĕ?

— Шупашкарти кооператив институтĕнче юрист специальноçне алла илнĕ хыççăн чылай вăхăт ЧР шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлерĕ.

— Руфина Георгиевна, пурнăçра кама тĕл пулса кампа çемье çавăрнинчен нумай килет вĕт…

— Эпир çураличченех пирĕн шăпана çырса хураççĕ теççĕ те, çавăнпа пĕрре те ỹпкелеместĕп хамăн ăраскалăма.

— Саншăн юрату еплерех туйăм?

— Таса та ырă, черчен те ăшă туйăм. Пĕр чăмăра пĕрлешни, пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе пурăнни 34 çул иртрĕ пулин те паян та хамăра тин пĕрлешнĕ пекех туятпăр. Ахальтен мар шалти туйăм çав çын санăн иккенне пĕрре курсанах систерет. Тепĕр çын сана юратнине курма та пĕлмелле вĕт.

— Телей тенĕрен, вăл тĕрлĕрен пулать. Пĕрисемшĕн телей пысăк укçа, теприсемшĕн — чаплă хваттер… Саншăн вара?

— Маншăн чи пысăк телей — çемье юнашар, сывă-чĕрĕ пулни. Сывлăх пулсан укçа-тенкĕне ĕçлесе илме, кирлех пулсан хваттерне туянма та пулать. Эпир 1994 çултах икĕ хутлă кирпĕч çурт туса лартнă. Проектне мăшăрăм ăсталанă. Питĕ хăтлă пире хамăрăн ăшă йăвара.

— Владимир Ильич тăван хуçалăхрах тăрăшать пулĕ?

— Çапла. Ăста механизатор, комбайнер. Хăйне шаннă ĕçе тĕплĕ пурнăçлаканскер. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Алли пур ĕçре те маçтăр унăн. Нимĕнле ĕçе те тиркемест.

— Мĕнпе интересленетĕр?

— Иксĕмĕр те кĕнеке вулама юрататпăр. Мăшăр ытларах историпе кăсăкланать. Телевизорпа та истори передачисем ытларах пăхать. Эпĕ вара ĕлĕкхи комедисене кăмăллатăп. Пушă вăхăт тупăнсанах, кăмăл-туйăма çĕклеме, вĕсене куратăп.

— Хăшĕ-пĕри çемьепе е уйрăм ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕксене тĕрлĕ сайтсене кăларса лартма юратать. Эсĕ вара çемйỹне кăтартма юратмастăн пулмалла, калăпăр, «Одноклассникинче» тантăшсемпе тăракан пĕр сăн ỹкерчĕк çеç…

— Телей шăплăха юратать. Манăн хамăн мĕн пур пурнăçа ал тупанĕ çине кăларса лартас килмест. Кашни çемьен хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пулмаллах тесе шутлатăп.

— Чун киленĕçĕ валли вăхăт тупатăр-и?

— Паллах. Пире иксĕмĕр пĕрле чухне яланах ырă та лăпкă. Вăлта илсе пулла кайса ларма та пултаратпăр. Хамăр енпе кăна мар, кỹршĕ республикăри паллă вырăнсемпе паллашатпăр, турист пек курса çỹретпĕр. Май тупăнсанах тĕрлĕ мăнастире çитме тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть Дивеевăна çитсе килме пултарнăшăн савăнатăп. Кирек ăçта кайсан та кил вара хăй еннех туртать.

— Юлашки вăхăтра ялсенче каçхине алла-аллăн тытăнса утакан мăшăрсем йышланчĕç…

— Эпир те каçхине утма тухатпăр. Велосипедпа ярăнма кăмăллатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатпăр.

— Руфина Георгиевна, пурнăçра темĕн те сиксе тухать. Чун ыратăвне кампа пайлатăр?

— Пур ыйтăва та упăшкапа пĕрле татса паратпăр. Вăл манăн юлташ та, савни те, пулăшакан та. Тус-тантăшпа калаçайманнине унпа сỹтсе яватăп. Вăл мана яланах ăнланать, пулăшать. Чăн-чăн арçын. Унăн çумĕнче хама шанчăклă туятăп. Пĕр-пĕринпе канашламасăр нимĕн те тумастпăр. Çемьере пĕр-пĕрне вăхăтра илтме пĕлни, ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ чи малта пыма юратакан хĕрарăм мар. Упăшка хыçĕнче епле хăтлă та канлĕ.

— Эсĕ тĕп килĕн вучахĕн ăшшине тытса пыраканĕ…

— Мăшăрпа пĕр тăванĕсем çуралса ỹснĕ тăван кĕтесе час-часах пуçтарăнаççĕ. Яланах хаваспа, тулли кăмăлпа кĕтетпĕр вĕсене. Тăван-пĕлĕшсем пуçтарăнсан шăкăл-шăкăл калаçу хуçаланать килте. Çимĕк, ял уявĕсенче хаклă та çывăх çыннăмăрсене кĕтсе тулли кĕреке хатĕрлетпĕр. Апат-çимĕç пĕçерме питĕ юрататăп. Хăнасене тутлă çимĕçпе сăйласси мана савăнăç парнелет.

— Паян картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрамастпăр…

— Эпир те çавах. Вăхăтĕнче нумай усранă. Кунĕпе ĕçре пулнăран, чылай чухне часах таврăнайманран вĕсене усрама пăрахрăмăр. Пахча çимĕçне те нумай лартса ỹстернĕ-ха. Халĕ лаптăкĕсене пĕчĕклетнĕ. Эпĕ чечексем ỹстерме юрататăп. Тĕрлĕ йышшисем ешерсе лараççĕ пахчара, пỹртре.

— Мĕнле хĕрарăма хисеплетĕр?

Паллах, кил ăшшине куç шăрçи пек упракана, шанчăклă мăшăра…

— Этем яланах мĕн çинчен те пулсан ĕмĕтленет. Эсĕ вара?

— Нумаях пулмасть хунямасен ретне тăтăм пулсан малашне мăнуксене чĕрçе çинче сиктересчĕ…

— Эсĕ вулама юрататпăр терĕн, район хаçатне çырăнса илетĕр-и?

— Район хаçачĕсĕр мĕнле пурăнмалла? Ăнланмастăп ăна çырăнман çынсене. Унти кашни материала, хыпара, пĕлтерĕве, саламсене… пĕр йĕрке сиктермесĕр вуласа тухатăп. «Елчĕк ен» — пирĕн çемьен хаклă тусĕ.

— Мĕн сунас килет унăн вулаканĕсене?

— Сывлăх чи хаклă мул, пуянлăх пулнăран пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Меллĕ самантпа усă курса нумаях пулмасть 90 çулхи юбилейне паллă тунă район хаçатне вăрăм ĕмĕр, халăха хăйĕн хыпар-хăнарĕпе, унăн мухтавлă çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарма çивĕч ăс-тăн, иксĕлми пултарулăх сунатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code