Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Кирепуканҫӑсен районти ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Кирепуканҫӑсен районти ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Елчӗкри Спорт ҫуртӗнче ветерансен тӗнче турнирӗсен кӗмӗл призерӗн Анатолий Алексеевич Анисимовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кирепуканҫӑсен районти ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый турнир йӗркелӳҫине физкультурӑпа спорта аталантарассинче пысӑк тӳпе хывнӑшӑн,сывӑ пурнӑҫ йӗркине активлӑ тытса пырассинче ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн Тав хучӗпе чысланӑ, ҫамрӑк атлетсене ӑнӑҫу суннӑ.

Ӑмӑрту 10 ытла виҫе категорийӗнче иртнӗ.Дарья Петрова (Елчӗк шкулӗ),Александр Ефимов,Кирилл Федоров (Курнавӑш),Денис Герасимов (Ҫирӗклӗ Шӑхаль) тата ыттисем хӑйсен ушкӑнӗсенче мала тухнӑ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code