Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спортпа çывăх

Спортпа çывăх

Палăртнă тĕллевсене мала хурса ĕмĕрĕпе çирĕп шанчăкпа, чыспа-сумпа пурăнса ирттерекен çынсем пысăк хисепре. Елчĕкре пурăнакан Роберт Бобылев тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ 94 çулта. Вăл 1928 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Элпуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ.

— Анне — Мария Яковлевна пурнăçа чун-чĕререн юратакан хĕрарăмччĕ. Тĕлĕнмелле уçă та ырă кăмăллăччĕ вăл. Атте — Иван Васильевич — Пĕрремĕш тĕнче вăрçин, Граждан вăрçин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче сылтăм алли сусăрланнă тата кăкăрĕнчен аманнă. Пĕринче вăл аннене çурăм шăмми çинче тем чышнине каланă. Мăшăрĕ вара тимлĕрех пăхсан унта тимĕр вĕçĕ курăнса тăнине асăрханă. Ăна хăй туртса кăларнине каласа паратчĕ анне. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче Ржев хули патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă атте. Сывлăхĕ хавшанине пула госпитале лекет, унта сипленнĕ хыççăн 1944 çулта яла таврăнать. 1930 çулта колхоза кĕнĕ çемье, атте вара хастар йĕркелỹçĕсенчен пĕри пулнă. Тăхăр ачана пурнăç парнеленĕ çывăх çыннăмăрсем, вĕсенчен çиччĕшĕ ỹссе çитĕннĕ. Кашнинех тивĕçлĕ воспитани парас, вĕрентсе ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă аттепе анне. Ачасен хушшинче учитель, музыкант, инженер, пичет ĕçченĕ… пулнă. Халĕ эпир ачасенчен йăмăкпа — 1933 çулта çуралнă педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Юлия Бобылева-Закутскаяпа анчах пурăнатпăр, — çапларах каласа кăтартать çемйи пирки аса илнĕ май Роберт Иванович.

Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ май ялти ытти ачасем пекех тăван «Социализм» хуçалăхра пилĕк авса ỹснĕ Роберт: тырă та вырнă, утă-улăм пуçтарнă, ытти тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Хастар комсомолец пулнипе те палăрнă.

— Комсомола 1944 çулхи хĕл кунĕсенче кĕтĕм. Эпĕ ун чухне Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренетĕп. Билета ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.П.Павлова парса чыс турĕ. Вăрçă пырать. Пирĕн, комсомолецсен, чи пирвайхи тĕллевсенчен пĕри аслисемпе пĕрле фронта пулăшасси пулнă, — тет вăл сăмахĕсене малалла тăснă май.

Ыттисем пекех вĕсен çемйи те ăшă япаласем пуçтарса, нуски-алсиш çыхса фронта посылкăсем ăсатнă. Аппăшĕсем — Анна, Анфиса, Александра Сăр тăрăхĕнче окоп чавма хутшăннă.

Çăмăл мар вăхăтсенче йышлă çемьене выçлăхран тата чир-чĕр çапса хуçасран ĕне тытни упраса хăварнине пĕлтерет. Çĕр улмине те пысăк лаптăкра çитĕнтернĕ.

Вăрçă хыççăн та çăмăлах пулман. Апла пулин те çамрăксем, ял çыннисем кану каçĕсене кăсăклăрах, асра юлмалла ирттерме тăрăшнă. Роберт юрлама кăмăлланă, драмкружокăн хастар членĕ пулнă. Спортпа та туслă пулнă. Малтан Элпуçĕнчен Çирĕклĕ Шăхаль, унтан Çĕнĕ Пăва шкулĕсене çуран утни, йĕлтĕрпе çỹрени сывлăхлă та тĕреклĕ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп пулма пулăшнă.

— Совет литератури тата унăн шкулĕ пурнăçа вĕрентрĕ пире. Октябренокран пуçласа парти ретне тăнăскерĕн тỹрĕ те тивĕçлĕ çулпа утăмламалла, яланах ырă тĕслĕхлĕ пулмалла пулнă. Вырăс чĕлхипе тата литературипе Варвара Васильевна Вишневская (вырăсчĕ вăл, республикăн тĕп хулинче пурăннă маларах) вĕрентетчĕ. Уроксем питĕ хăйне евĕрлĕ кăсăклă иртетчĕç, паттăрсем пирки сăнарлăн каласа кăтартма пĕлетчĕ педагог. Вырăс поэчĕсемпе писателĕсен произведенийĕсемпе сăввисем урлă ырăпа усала уйăрма вĕрентрĕ вăл пире, чунпа патриот пулма хистерĕ. «Анна Каренина», «Война и мир» тата ытти хайлавсене интересленсе вулаттăмăр.

1947-1952 çулсенче Совет çарĕнче службăра пулнă йĕкĕт. Çар тумне Ĕнел ялĕнчи В.А.Кузьминпа, Тỹскелĕнчи Н.Ф.Яковлевпа пĕрле тăхăннă. Кĕçех вĕсем Хусанти авиатехника училищин курсанчĕсем пулса тăнă. Вĕренсе пĕтерсен Р.Бобылева Инçет Хĕвел тухăçне янă. Амур облаçĕнчи Серышево районĕнче вырнаçнă Инçет авиаци полкĕнче службăра тăнă. Спорта юратнăскер йĕлтĕрпе иртекен ăмăртусене хутшăннă. Кунтах 17 тата 50 километра чупса пĕрремĕш спорт разрядне тултарнă. Пĕр вăхăтрах полкра йĕркеленĕ хора çỹренĕ. 1950 çулта Корея вăрçи пуçлансан вĕсене Приморск тăрăхне илсе кайнă, 4 моторлă инçет ТУ-4 бомбардировщик (63 тонна таран йывăрăш туртать) çинче аслă механикре тăрăшнă.

Хĕсметрен таврăнсан 1953 çулта «Колхоз ялавĕ» хаçатăн типографине мастер пулса ĕçлеме вырнаçнă, кунта 2 çул тăрăшнă. 1955-1962 çулсенче парти Елчĕк райкомĕн аппаратĕнче тĕрлĕ должноçра тăрăшнă, 1966 çулта пай заведующийĕн ĕçне шаннă ăна. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк çак çулах Чулхулари аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тăрăшуллă çынна парти ретне илнĕ.

1979 çулта каллех районти «Колхоз ялавĕ» хаçат редакцине таврăнать, кунта 2 çул литература сотрудникĕнче тимлет. Малаллахи пурнăçне вара Роберт Иванович педагогикăпа çыхăнтарать. 1971-1994 çулсенче Елчĕк шкулĕнче истори тата обществознани предмечĕсене ертсе пырать.

Спорт Р.Бобылевшăн ĕмĕр тăршшĕпех чи çывăх юлташ пулнă тесен те йăнăш мар. Çамрăксене спорта явăçтарассишĕн те яваплă туйнă вăл хăйне. Сĕтелçи теннис кружокне ертсе пынă, йĕлтĕрпе иртекен ăмăртусене хăй те хастар хутшăннă, вĕренекенсене те спортăн çак тĕсне кăмăллама хăнăхтарнă. Роберт Иванович шултăра çулсене çитсен те спортран уйрăлман. Ăна час-час Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче хăйĕнчен самай çамрăк юлташĕсемпе теннисла вылянине курма пулатчĕ (унта вăл юлашки 1 çул анчах хутшăнман пуль-ха).

Наградăсем питĕ нумай ĕç ветеранĕн. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Паллăраххисемпе паллаштарса хăварар. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парассипе хастар ĕçленĕшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ вăл. 1985 çулта РСФСР Çутĕç министерстви ăна «Аслă учитель» ят парса чысланă. КПСС обкомĕн тата Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. «Партийная доблесть» орден кавалерĕ. Роберт Бобылева республикăри ветерансен организацийĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Учитель обществăлла ĕçре хастар пулнă. Перепись ĕçне активлă хутшăннă. 1982-1985 çулсенче Çутĕç работникĕсен профсоюзĕн райкомĕн председателĕнче тăрăшнă, нумай çул районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă.

Роберт Иванович Зинаида мăшăрĕпе (шел пулин те, вăл халь пирĕнпе çук) 3 ача çитĕнтернĕ. Гена токарь, Людмила психолог, Владимир слесарь профессийĕсене алла илнĕ. Улатăр районĕнче çуралса ỹснĕ Зинаида Петровна медсестра профессине алла илсен направленипе пирĕн района ĕçлеме килнĕ. Районти санэпидемстанцинче, тĕп больницăра медсестрара тăрăшнă вăл.

Роберт Иванович ял çинче пысăк хисепре.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Роберт Бобылев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code