Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Хавхалану» фестиваль хавхалантарать

«Хавхалану» фестиваль хавхалантарать

Çулсеренех юпа уйăхĕнче Г.Н.Волкова халалласа Чăваш Республикин вĕренỹ институчĕпе Шупашкарти 62-мĕш вăтам шкул регион шайĕнче «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттереççĕ.

Çак пултарулăх тупăшăвĕ шкул ачисене тата педагогсене паллă ăсчахăмăрăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн пĕлме хавхалантарас, ачасене чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне тата та ỹстерме пулăшать.

Асăннă мероприятие Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсем Любовь Адюкова учитель ертсе пынипе кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул «Ватти вĕренттĕр — çамрăкки итлетĕр» юмах тăрăх кино ỹкернĕччĕ. Пĕрремĕш ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕ, ытти куракансем те хапăлласах йышăнчĕç. Çакă çамрăк артистсене, паллах, малалла та тăрăшса ăнтăлма вăй-хăват пачĕ. Кăçал вара вĕсем конкурса Г.Волковăн тепĕр юмахĕпе — «Тĕревпе тĕрек» хайлавĕпе хутшăнма кăмăл турĕç.

Паллах, кино ĕçĕ фото ỹкересси мар. Пĕр-ик кун хушшинче те пулмасть. Хальхи ăрăва иртнĕ пурнăçа сăнласа пама та йывăртарах. Çавна шута илсе ĕлĕкхи фильмсене, сăн ỹкерчĕксене нумай тишкерме тиврĕ. Ỹкерỹ тапхăрĕнче хăш чух хатĕр сценарине те улăштарма лекет. Çавăнпа «Тĕревпе тĕрек» юмаха виçĕ вариантпа ỹкертĕмĕр. Ĕнентерỹллĕрех пултăр тесе яшкине те, çăмартине те, ытти апат-çимĕçне те темиçе хутчен пĕçермелле пулчĕ.

Ку ĕçпе эпир фестивальте I степень диплома тивĕçрĕмĕр. Пирĕн çĕнĕ фильм куракансен кăмăлне тивĕçтерессе те шанса тăратпăр.

Любовь АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code