Çулсеренех раштавăн 1-мĕшĕнче СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ.
Чăваш Енре кăçал 10 уйăхра 242 çын ВИЧ-инфекци çаклатнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 238). Октябрьте кăна 23 çын чирленĕ.
Ноябрь тĕлне республикăра ВИЧпа тата СПИДпа чирленĕ 2937 çынна шута илнĕ. Диспансери учетĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 2709 çын, ку пĕтĕмĕшле хисепĕн 92,2 проценчĕ. Çав шутра 2635-шĕ Чăваш Енре пурăнакансем, 74-шĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсем. 107-шĕн чирĕ СПИД тапхăрне куçнă.
Октябрьте чирленĕ 23 çынран 16-шĕ арçын, ку вăл 69 процентпа танлашать. Ар çыхăнăвĕ урлă усал амак çаклатнисем — 70, юн тымарĕнчен 30 процент. Ỹсĕм çулĕпе илсен 3 çын — 21-30, 11-шĕ- 31-40, 5-шĕ — 41-50, 4-шĕ 51-60 çултисем. Çав шутра ниçта ĕçлеменнисем — 74, ĕçлекенсем — 26 процент.
Усал амакпа чирленисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Канаш районĕнче ытларах.