Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Елчĕксем вăйлăрах

«Улăп» ФОКра районти шкул ачисем хушшинче ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕрпе патруль службин инспекторне Андрей Маркова асăнса баскетбол турнирне ирттернĕ.

Арçын ачасем, хĕр ачасем хушшинче те Елчĕкри вăтам шкул командисем çĕнтернĕ. Ушкăнсенче призерсен йышне Çирĕклĕ Шăхальсемпе Патреккелсем, Аслă Таяпасемпе Шăмалаксем кĕме пултарнă.

ГТОра — 9-мĕшсем

Елчĕкри вăтам шкулти 9 классенче вĕренекенсем ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕллевпе теста хутшăннă.

ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Карина Галкина ертсе пынипе ачасем хăйсене пилĕк дисциплинăра тĕрĕсленĕ.

Çĕнĕ çулччен палăртнă тĕллевсене пурнăçланине ырламалла çеç.

Яланхиллех — ăнăçлă

Шупашкар хулинче йывăр атлетика енĕпе иртнĕ Чăваш Ен Кубокĕнче Елчĕксем яланхиллех ăнăçлă ăмăртнă.

Александр Портнов тренер ертсе пынипе ăсталăха туптакан спортсменсем пурте тенĕ пекех медальпе таврăннă. «Ылтăнлисем» — Любовь Мышовăпа Артем Перцев. Анастасия Абрамова, Елена Плотникова, Тихон Александров, Александр Киселев кĕмĕл, Артем Немцев, Ангелина Айметова, Игорь Абрамов бронза медальсене тивĕçнĕ. Александр Портнов тренер ертсе пынипе ăсталăха туптакан спортсменсем пурте тенĕ пекех медальпе таврăннă. «Ылтăнлисем» — Любовь Мышовăпа Артем Перцев. Анастасия Абрамова, Елена Плотникова, Тихон Александров, Александр Киселев кĕмĕл, Артем Немцев, Ангелина Айметова, Игорь Абрамов бронза медальсене тивĕçнĕ.

Шахмат ăстисем

Районти тĕп вулавăшра Спартакиада планĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ шахматистсен чемпионатне пилĕк ял тăрăхĕн команди хутшăннă.

Унта нумаях пулмасть шашистсен турнирĕнче палăрнисемех хăйсен ячĕсене пĕлтернĕ ытларах. Хĕрарăмсенчен Çĕнĕ Пăвари Надежда Семенова çĕнтернĕ. Ольга Козлова (Кĕçĕн Таяпа), Зинаида Васильева (Елчĕк) — призерсем. Арçынсенчен вара Елчĕксем хăйсен «хушшине» никама та кĕртмен, ăмăрту протоколĕ çине çак йĕркепе çырăннă: Илья Бобров, Сергей Никифоров, Вениамин Кудряшов.

Командăсен тупăшăвĕнче — Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсен спортсменĕсем малтисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code