Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Рекеев вулавĕсем»

«Рекеев вулавĕсем»

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Канаш епископĕ Стефан владыка пилĕпе Алексей Васильевич Рекеев священник çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Рекеев вулавĕсем» ятпа сăвăсен конкурсĕ иртнĕ. Çак кунах кунта вырăнти чиркỹ настоятелĕнче тăрăшнă Серафим (Степанов) иеромонаха халалласа унăн бюстне тата курав уçнă.

Мероприятие Канаш епископĕ Стефан владыка тата районти чиркỹсен настоятелĕсем хутшăннă. Стефан владыка чи малтанах Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре молебен ирттернĕ. Унтан уява пуçтарăннисем шкулти акт залĕнче районти шкулсенче вĕренекенсен пултарулăхĕпе паллашнă. Владыка чи маттуррисене дипломсемпе тата пылак çимĕçпе сăйланă.

Алексей Рекеев священника халалласа вулав ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак паллă çын 1848 çулта кун çути курнă, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевпа пĕр ялтан пулнă вĕсем. Ачаран çывăх юлташсем, кайран Алексей патриархăмăрăн вĕренекенĕ пулнă. Чĕмпĕрти уес училищинче педагога вĕренсе тухнă. Çак çын пĕтĕм чунне парса Турăшăн ĕçленĕ, куçаруçă та пулнă май славян чĕлхинчен Турă кĕнекисене — евангелипе псалтыре вырăс, чăваш чĕлхисене куçарнă, чăваш букварьне хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă. Паллă çыннăмăр пирĕн тăрăхра та ырă йĕр хăварнă. 1881- 1917 çулсенче вăл Кивĕ Эйпеç ялĕнчи чиркỹре пачăшкăра, шкулта учительте ĕçленĕ, чиркỹ çумĕнче ачасен хорне йĕркелесе ертсе пынă. Вăл вăхăтра шкул уçасси çав тери йывăр пулсан та, Алексей Васильевич хăйĕн укçи-тенкипе 11 шкул уçса вĕсене тытса тăнă, тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесен лавкки-складне уçнă. Ĕмĕрĕпех нушаллă халăха пулăшас тĕллеве мала хунă.

«Рекеев вулавĕсем» конкурс Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕн Силуан аттен пуçарăвĕпе кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленнĕ, малашне ăна кашни çул ирттерме тата çывăхри районсенчи ачасене те явăçтарма палăртнă.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code