Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмакапа тимлĕ пулар

Кăмакапа тимлĕ пулар

Хĕл хăйĕн хаярлăхне кăтартать. Сивĕ çанталăкра кил-çурта электроприборсемпе ăшăтакансен йышĕ те пысăк.

Вĕсемпе вара яланах асăрхануллă пулмалла. Çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Юсавсăр, килте ăсталанă приборсемпе усă курмалла мар — çакă пушар сăлтавĕ пулма пултарать. Хушма электроприборсемпе усă курни электропроводшăн пысăк тиев пулнине, розеткăсемпе выключательсене, рубильниксемпе электроприборсене юсавлă тытмаллине асрах тытăр. Абажурсене электричество пралукĕсем çине çакма, проводкăна обойпа çыпăçтарса хуплама, çуллă сăрăпа сăрлама, пĕр розеткăна темиçе прибор харăс чикме юрамасть. Килтен тухнă чух йăлари техникăна сỹнтермелле, «кĕтекен» режимра та хăварма юрамасть.

Кил-çурта кăмакапа ăшăтакансен те хăрушсăрлăх йĕркине уямалла. Çунакан кăмакасене асăрхавсăр хăварма, ытлашши хĕртме, хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме юрамасть. Кăмакана йĕркене пăхăнса вырнаçтармалла, ун çумне тумтир çакасран, сĕтел-пукан лартасран асăрханăр. Кăмакана ачасене хăйсем тĕллĕн хутма ирĕк памалла мар.

Пушар вăхăтĕнче «01», «112» номерсемпе шăнкăравламалла.

С.САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code