Ватăлсан чирĕ хăй те «шыраса тупать» пулĕ те, больницăна каясси час-часах пулкалать çав. Кăшăлвирус килсе çапăнсан та тухтăрсем патнех кайрăмăр. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çуртĕнче пурăнатпăр та, кунта сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшаккисем сахаллăн мар.
Нумаях пулмасть манăн та сипленме тиврĕ районти тĕп больницăра. Терапи уйрăмĕн заведующийĕ А.Васильева ырă та ăшпиллĕ тухтăр иккенне тахçанах пĕлетĕп-ха. Ун йышĕнчи шурă халатлисем те хăйнех хывнăн туйăнаççĕ: уçă кăмăллă, тарават, шеп сăмахпа та сиплеççĕ темелле. И.Явкина аслă медсестра, Н.Куприянова, И.Вастулова, Н.Спиридонова, В.Щипцова, Л.Моисеева, О.Иванова медсестрасем, Р.Орехова, Н.Выйгетова, Г.Чернова, Л.Горшкова санитаркăсем вĕсем. Тав тунă май хăйсене те пĕтĕм кăмăлтан çирĕп сывлăх сунатăп.
Ю.ГОРДЕЕВ.