Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермерсем вĕренме тытăнаççĕ

Фермерсем вĕренме тытăнаççĕ

Апрель уйăхĕнчен пуçласа «Фермер шкулĕ» проектăн çĕнĕ ушкăнĕ йĕркеленет.

Хальхинче виçĕ çул-йĕре ĕçе кĕртеççĕ: «Сурăх ĕрчетесси», «Çырла туса илесси» тата «Ял туризмĕ». Конкурспа 30 çынран кая мар суйласа илеççĕ. Вĕсем онлайн-уроксенче те вĕренеççĕ, практика занятийĕсене те хутшăнаççĕ.

«Фермер шкулне» хутшăнса хăйсен бизнес-планĕсене ăнăçлă хỹтĕленисем диплом илеççĕ, çавăн пекех предприниматель ĕçне пуçăнма грант тивĕçме пултараççĕ.

Конкурса хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, предпринимательсем, хушма хуçалăх тытакансем, ял хуçалăх производствипе чĕр тавара тирпейлекен кооперативсен представителĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ.

«Фермер шкулĕнче» вĕренес шухăшлă çыннăн аслă е вăтам пĕлỹллĕ пулмалла. Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕччен заявкăсене тăратма ĕлкĕрмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code