Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Производство хушăннă

Производство хушăннă

Власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ республика шайĕнче иртнĕ канашлура экономикăн тĕрлĕ отраслĕ январь-февраль уйăхĕсенче мĕнле ĕçленине тишкернĕ.

Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленность производстви 11 процент хушăннă. Ăнăçлă ĕçлекенсен йышне «Элара», ЧЗСА, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешỹ, «Химпром», «Лента», «Чувашторгтехника» предприятисем кĕнĕ. Канаш тата Çĕмĕрле хулисенчи предприятисем тиесе ăсатнă промышленность продукцийĕн калăпăшне виçĕ хут ытла пысăклатма пултарнă. Строительсем пушшех курăмлă ĕçленĕ, отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 30 процент хушăннă. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси вара 48 процент ытла ỹснĕ. Çурт-йĕр тенĕрен, Канашра хута янă тăваткал метрсен калăпăшĕ 13 хут пысăкланнă. Çавăн пекех çĕнĕ Шупашкар, Улатăр кăтартăвĕсем темиçе хут ỹснĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code