Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета — тỹрлетỹсем

Бюджета — тỹрлетỹсем

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 33 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах депутатсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 тата планпа пăхнă 2024, 2025 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» проектне тỹрлетỹсем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Тỹрлетỹсем кĕртнĕ хыççăн округăн 2023 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 543442,1 пин тенкĕпе (малтан палăртнинчен 20,9 процент ỹсет), расхутсен пайĕ 561750,7 пин тенкĕпе танлашать (21,4 процент ỹсет), дефицит — 18308,7 пин тенкĕ.

ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи полици пайĕн участоксенчи участковăйсен ертỹçи Людмила Егорова оперативлă служба ĕç-хĕлĕн итогĕсемпе паллаштарчĕ. Ларура округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ Татьяна Филимонова сăмах илчĕ. Вăл Елчĕк округĕн Депутатсен пухăвĕн пăрахăçланакан балансне çирĕплетес проектпа, муниципалитет должноçĕсене йышăнакансене тĕрлĕ задани, хушу пурнăçланăшăн хушма тỹлевсем палăртас йĕркесемпе паллаштарчĕ.

2022 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă пĕтĕмлетỹпе округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ. Марина Николаевна муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă йĕркесем тата условисем пирки те каласа кăтартрĕ.

Депутатсем ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code