Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Алина Варна: «Çурма çулта чарăнса тăмастăп»

Алина Варна: «Çурма çулта чарăнса тăмастăп»

Мĕн пĕчĕкрен вăр-вар та хастар хĕр ача пулнă вăл. Лар-тăра пĕлменскер ялан çĕннипе интересленнĕ, вĕренме, ташлама, юрлама юратнă. Ашшĕпе амăшĕ — Геннадий Петровичпа Юлия Анатольевна Можаевсем — пилĕк ачинчен Алина çирĕп кăмăллăраххине тата нумай пĕлме ăнтăлнине кура унран ăста педагог пуласса шаннă, вăл вара пурнăçра пач урăх çул суйласа илнĕ.

Алина Варна пирки сăмахăм.

— Алина, сана Васильева хушаматпа никам та пĕлмест ĕнтĕ. Варна псевдонима пула. Ăна мĕнле шухăшласа кăлартăн?

— Ĕлĕк-авал Болгарире вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă салтаксене «варнай» тенĕ. Варна хула ятне те вĕсене чысласа панă. Манăн та пурнăçра çĕнтерỹçĕ пулас килет.

— Эстрада çулĕ çине епле тăтăн?

— Шкулта питĕ юрлама юрататтăм. Уйрăмах клубра. Хамăрах пĕчĕк концертсем йĕркелеттĕмĕр. 9 класс пĕтерсен Канашри педагогика колледжне вĕренме кĕтĕм. Тĕрĕссипе, педагог ĕçĕ мана килĕшсех каймастчĕ. Атте-аннене хирĕç кайман ĕнтĕ. Вĕренĕве хĕрлĕ дипломпа вĕçлерĕм-ха. Малалла ăçта каяссине шухăшламалла-çке. Çав тери юрлас килетчĕ. Колледжра вĕреннĕ чухне эстрадăна тарăннăн кĕрсе кайнă та. Культура керменĕнчен тухма пĕлмен эпĕ, тĕрлĕ конкурса хастар хутшăннă. Пĕчĕккĕн юрăсем те çыртарма пуçларăм.

— Пурнăçра ăнать-и сана?

— Эпĕ Варна вĕт. Хушма ятăм чăтăмлă пулма, çĕнтерỹ тума хистет. Çурма çулта нихăçан та чарăнса тăмастăп, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме, тĕнче ырăрах пултăрччĕ тесе тăрăшатăп. Хальхи арăш-пирĕш саманара уйрăмах тăнăçлăх кирлĕ.

Шоу-бизнесра çăмăл мар паян. Çĕнĕлле ĕçлемесен куракан хисепне тивĕçеймĕн, эпир вĕсемшĕн тăрăшатпăр-çке. Эпĕ — пуçаруçă: шухăшлатăп, иккĕленетĕп, планлатăп. Ĕçе вĕçне çитерме пултарнишĕн савăнатăп.

— Алина, эсĕ — композитор, сăвăç, юрăç, ташăçă…

— Çапла, çак таранччен юрăсен хисепĕ 100-тен те каçрĕ пулĕ, 4 магнитоальбом кăлартăм. Ман юрăсене Августа Уляндина, Дипендра Мани, Арина Суварпи, Никита Родионов, Петр Эткеров, хăш-пĕр фольклор коллективĕсем те хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Эпĕ режиссер та. Декораци йĕркелемелле, ташăçăсен костюмне хатĕрлемелле — пĕтĕмпех тĕп тема. Концертра кашни пулăм çыпăçуллă, вырăнлă пулмалла. Вак-тĕвек ыйтусене те шута илетĕп.

— Çемьепе, тăвансемпе юнашар пулма та хĕнтерех пулĕ сана?

— Мăшăрăм — продюсер, финанс ыйтăвĕпе тата концертсем йĕркелессипе тимлет. Ангелина хĕрĕм тăхăр çултанпах юрлать. Республикăри «Мехел» конкурсра та палăрнăччĕ вăл. Чăвашла калаçма питĕ юратать. Çавăнпа юрăсем те çыратăп ун валли. Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскер, халĕ ĕнтĕ хăй ачасене музыкăна вĕрентет. Ывăлăм — Кирилл — Пĕтĕм Раççейри спортпа бал ташшисен конкурсĕн çĕнтерỹçи. Хореограф пуласшăн, çав училищĕрех вĕренет. Пирĕн концертсене те илем кỹрет вăл хăйĕн хитре хусканăвĕсемпе.

…Шуршу хĕрĕ ача çулĕсенче те, халĕ те София Ротару, Надежда Кадышева, Августа Уляндина юррисене ытларах килĕштерет. Юрă-кĕвĕ тыткăнĕнчи пике Мускав, Красноярск, Иркутск, Самара, Пушкăртстан… тăрăхĕсене çитсе килнĕ. Хăйне вăл пародире те тĕрĕслет хăш-пĕр чухне. Елена Османова, Августа Уляндина «копийĕсем» аванах пулса тухаççĕ унăн.

Алина Геннадьевна — ЧР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ, «Яра пар» эстрадăпа фольклор ушкăнĕн ертỹçи. «ЮТВ» телеканал çулленех ирттерекен конкурссенче те палăрма ĕлкĕрнĕ вăл: «Çулталăкри клип — 2018», «Çулталăкри артист — 2019», «Çулталăкри чаплă çын».

Алина Геннадьевна куçăмсăр майпа Чулхулари РФ Шалти ĕçсен министерствин юридици академине пĕтернĕ. «Тен, çулсем иртнĕ май ку тытăма та куçăп ĕçлеме», — тет вăл.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code