Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Телейлĕ ачалăх — телейлĕ çĕршыв

Телейлĕ ачалăх — телейлĕ çĕршыв

Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне официаллă майпа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çавна май кермен ача-пăчан хаваслă сассипе тулса тăчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăн мĕн пур кĕтесĕнчен тăватă пин ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем — олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерỹçисем, вĕренỹре малта пыракансем, спортра тата тĕрлĕ юхăмра палăрнисем. Вĕсемех — харсăр патриотсем, наци йăли-йĕркине тытса пыракансем те…

Уява çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Çутă, сасă, юрă-кĕвĕ вылявĕ, тĕлĕнмелле хитре тумсем уява тата та капăрлатрĕç. Пысăк экран пулăмсемпе тĕплĕн паллашма май пачĕ. Чăваш наци çи-пуçне тăхăннă ачасемпе çамрăксем вăйă картине тăрса юрлани тĕлĕнмелле илемлĕн курăнчĕ. Спорт блокĕнче, талант, пултарулăх, культурăпа юрă-кĕвĕ, хореографи, ỹнер, поэзипе литература, театрпа кино тĕнчин алăкĕсем уçăлакан блоксенче ачасем чи çутă номерсене пурнăçларĕç.

Уявра кăçал Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине те палăртрĕç, çавна май республикăри чи пуçаруллă та пултаруллă вĕрентекенсем, тĕрлĕ конкурс çĕнтерỹçисем сцена çине хăпарма тивĕçрĕç. Республикăри округсенчен килнĕ делегацисен парачĕ пулчĕ, вăл 15-шер ачана пĕрлештерчĕ. Ушкăнри ачасене кашнине ятран асăнчĕç, алă çупса чысларĕç.

— Эсир — пирĕн пуласлăх! Эсир — пирĕн ыранхи кун! — çитĕнекен ăрăва уявпа саламланă май çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Хăйĕн сăмахĕсенче Республика Пуçлăхĕ Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă мероприятисем пирки кĕскен каларĕ. Çак кун çуралнă ачасене Олег Алексеевич уйрăммăн чысларĕ.

Тĕп мероприятисем пуçланиччен тĕрлĕ округран килнĕ ачасем «Тĕп хулари кун» Республика форумне хутшăннă. Вĕсем çавăн пекех професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ организацийĕсен, аслă вĕренỹ заведенийĕсен, хушма пĕлỹ учрежденийĕсен, культура тата спорт учрежденийĕсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ интерактивлă площадкăсене те çитсе курнă.

Уява Елчĕк муниципалитет округĕн кашни шкулĕнчи чи пултаруллă та харсăр вĕренекенсем хутшăннă. Вĕсем вĕренỹре тата спортра, волонтер тата шырав ĕçĕ-хĕлĕнче, конкурссенче палăрнисем, стипендиатсем.

— Пăр керменĕнче иртнĕ уява хутшăнма тивĕç пулни мана пĕр савăнтарчĕ, пĕр хумхантарчĕ. Çак кун пирĕншĕн тулли иртрĕ: Чăваш Ен çинчен чылай çĕннине пĕлтĕмĕр, ỹкерỹ техникисемпе паллашрăмăр, илемлĕ ĕçсен куравĕ кăмăла çĕклерĕ. Уяв пуçланас умĕн Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче пулса преподавательсемпе тĕл пулни, çурт-йĕр купалама вĕрентес енĕпе йĕркеленĕ мастер-класа хутшăнни пирĕншĕн усăллă пулчĕ, — пĕлтерчĕ мероприяти хыççăн хăйĕн шухăшне Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Романова стипендиатка.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем Марина Меметова вĕрентекенпе пĕрле техникумра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code