Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Баскетбол

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче тата Патреккелĕнчи тĕп шкулти спорт залĕнче баскетбол выляма юратакансем пуçтарăннă. Çулсеренхи турнира Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Борисов воин-интернационалиста асăнса йĕркеленĕ.

Хĕр ачасен ăмăртăвĕнче Курнавăш, арçын ачасен кĕрешĕвĕнче Елчĕк шкулĕсен командисем çĕнтернĕ. Икĕ ушкăнĕнче те 8-шар команда вăй виçнĕ.

Йăлана кĕнĕ турнир Ю.Борисовпа пĕрле вĕреннисен тивлечĕпе иртет. Тĕп йĕркелỹçĕсем — Владимир Игнатьев «афганец», Лариса Романова, Александр Тябуков палăртнă тăрăх, хальхинче вĕсем уйрăмах йышлăн хутшăннă.

ГТО

Елчĕкри вăтам шкулти 6 класра вĕренекенсем хăйсене ĕçпе оборонăна хатĕррине тĕрĕсленĕ.

Алексей Тихонов, Сергей Александров тата Карина Галкина ертсе пынипе ачасем ГТОн 5 тестне ăнăçлă пурнăçланă. Çывăх вăхăтра чупу дисциплинипе çыхăннă тестсене парăнтарĕç.

Йывăр атлетика

Елчĕкри Спорт çуртĕнче пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче — шăпах Виталий Марков тренер-преподаватель çуралнă кун уçă турнир ирттернĕ. РФ воспитанипе вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ пурăннă пулсан çав кун 65 çул тултармаллаччĕ.

Пилĕк хут Чăваш Ен, çичĕ хут район чемпионĕн, Елчĕк районĕнчи чи лайăх тренер-преподавателĕн (2004,2019) вĕренекенĕсем Европа, Раççей тата регион шайĕсенчи ăмăртусенче палăраççĕ.

Тĕрлĕ хулапа округран килнĕ 50 ытла атлет 12 виçе категорийĕнче тупăшнă. Ăнăçнисене Виталий Петровичăн мăшăрĕ тата ывăлĕсем кашнинех хаклă призсемпе, абсолютлă виçере çĕнтернĕ икĕ спортсмена вара телевизорсем парса чысланă. Турнира хутшăннă пĕтĕм атлета вĕри апат çитерме те мехел çитернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code