Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Медиксем — апат-çимĕç конкурсĕнче

Медиксем — апат-çимĕç конкурсĕнче

Округри тĕп больницăра унти хĕрарăмсен тата çамрăксен канашĕсен пуçарăвĕпе пуçласа «Сывă апат — вăрăм пурнăç» конкурс йĕркеленĕ.

Вунă ытла конкурсант сахăр диабетне, пăлханнине, сывлав органĕсен чирĕсене профилактикăлама, куçсемпе шăлсене упрама пулăшакан апат-çимĕç хатĕрленĕ. Çамрăк ача амăшĕсем валли янтăланисем те пур.

Конкурсантсем хăйсен ĕçĕсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă май, сывлăх çирĕплĕхĕ тĕрĕс апатлануран тата мĕн çининчен килнине те уçса панă. Пултарулăхшăн кашниех дипломсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code