Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртнине аса илсе

Иртнине аса илсе

Июлĕн 1-мĕшĕ — тĕрлĕ хирĕç тăрусенче çар тивĕçне пурнăçланă ветерансен кунĕ.

Вăл кун округри тĕп лапамри БМД постаменчĕ умне Демократиллĕ Афганистан Республикинче, Çурçĕр Кавказра, Украинăра çар тивĕçĕсене пурнăçланă ветерансем тĕл пулнă. Вĕсене хĕрỹ точкăсенче пулнă округри ветерансен канашĕн ертỹçи Петр Анисимов, округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканăн ашшĕ Владимир Ильин саламланă. Постамент умне чечексем хунă хыççăн ветерансем иртнине аса илнĕ, Раççей Президенчĕн В.В.Путин политикине ырланине пĕлтернĕ.

Сергей Баранов мероприятие патриотла юрăсемпе пуянлатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code