Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Шыва кĕнĕ чух асăрхан!

Шыва кĕнĕ чух асăрхан!

Çулла. Хĕвел пĕçертет. Шăрăха тỹсме йывăр. Сывлăш температури тепĕр чух вăтăр градус ытла тăрать. Кун пек çанталăкра çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тата канма тăрăшать. Çапах пĕве-кỹлĕ таврашĕ — кану çеç мар, этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та.

Шел, çакна кашниех асра тытмасть, шывăн турачĕ çуккине шута илменрен пăтăрмаха çакланать.

Çуллахи вăхăтра яла хула ачисем те килеççĕ. Мĕн асăрхатпăр чылай чух? Ачасене тимлĕ пăхманнипе, вĕсем ытларах урамра хăйсем тĕллĕн выляса çỹреççĕ. Паллах, вĕсене пĕве-кỹлĕ те илĕртет. Шăпах çавăнта инкек-синкек сиксе тухма пултарать те ĕнтĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасемпе ытларах калаçмалла, хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантармалла, шыва кĕме хăйсене анчах ямалла мар.

Ытларах камсем путаççĕ? Мĕнле сăлтава пула? Статистика çакна кăтартса парать. Путнисен 85 проценчĕ ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ. Çитменнине, çав йышран 75 проценчĕ ỹсĕр пулнă. Çакнашкал инкеке ытларах 25-45 çулсенчи арçынсем çакланаççĕ. Медицина ĕçченĕсем çилсĕр, хĕвел вăйлă хĕртмен, 20-25 градус ăшă çанталăкра çеç шыва кĕме сĕнеççĕ. Шыв температури 18-19 градусран кая мар пулмалла. Шăрăх çанталăкра пахчара ĕçлесе ăшша пиçнĕ хыççăн хăшĕ-пĕрин тỹрех пĕвене чăмса уçăлас килет те пулĕ. Анчах ун пек хăтланма юрамасть, мĕншĕн тесен шăнăр туртас хăрушлăх пур. Çанталăк ăшăтма тытăнсан малтанлăха çиелти шыв çеç ăшă, шаларах кĕрсен вара сивĕ. Тарланă хыççăн сивĕ шыва лексен шăнăр туртнине пула çынсем каялла тухаймаççĕ, çавăнпа шывра малтан кĕлеткене хăнăхтармалла, вара хăрушлăх чакать. Медицина ĕçченĕсем çапла та калаççĕ, шывра 20-25 минутран ытла пулма юрамасть. Кайран çырана тухса ăшăнмалла, канмалла, ун хыççăн кăна шыва тепĕр хут кĕме юрать. Çỹллĕ çыранран е чупса пырса шыва сикме юрамасть. Тата ачасем выляма, шывра чухне пĕр-пĕрне пусса антарма юратаççĕ. Вăйă вырăнĕ мар кунта. Путма пуçланă çынна асăрхасан мĕн тумалла? Çын пĕр сăмахсăр путать. Унăн пырне шыв лекнипе сывлăшĕ пỹлĕнет, çавăнпа пулăшу ыйтса кăшкăраймасть. Ун пеккине асăрхасан, ишме пĕлместĕр пулсан, вăтанмасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрса пулăшу ыйтмалла. Шăлавар пиçиххийĕпе е кĕпене хывса путакана пăрахса парсан та ăна туртса кăларма май пулĕ. Ишме пĕлекен юлташсем те чупса килсе пулăшу пама пултарĕç. Анчах асра тытăр, путакан çын вăйлă хăранипе лайăх шухăшлаймасть, хăйĕн патне пыракана çатăрласа тытать, пĕрле путарма пултарать. Çавăнпа ăна çурăм енчен хул айĕнчен çавăрса тытса е çỹçрен туртса кăлармалла. Инкеке лекнĕ çынна курсан çăлавçăсем патне шăнкăравламалла, кĕсье телефонĕпе — 101 е 102, 112. Шыв хĕрринчи кану инкексĕр ирттĕр.

Çу кунĕсенче ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Ача киле каланă вăхăтра таврăнмасан тỹрех шырама пуçламалла. Сăмах май, округри пĕр территори пайĕнче çак кунсенче çул çитмен икĕ хĕр ача килĕнчен каламасăр тухса кайнăран самай пăшăрхантарса илчĕç.

Çавăн пекех ачасене çул-йĕрсем çинче тимлĕ пулмалли, палламан çынсемпе калаçмалла марри, ют автотранспорт çине ларма юраманни, улах вырăнсенче пĕччен çỹресрен асăрханмалли пирки те тăтăшах аса илтермелле. Кил-хуçалăхра наркăмăшлă шĕвексене, вĕсен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратакан хатĕрсене те вĕсен алли айне хумалла мар.

Тепĕр пысăк инкек — пушар. Çавна май кĕçĕннисене шăрпăкпа выляма юраманнине ăнлантармалла, электроприборсемпе хăйсем тĕллĕн анчах усă курма ирĕк памалла мар. Çул çитменнисене автотранспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларма та шанмалла мар.

Ольга КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code