Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çиччĕмĕш хут

Çиччĕмĕш хут

Çак кунсенче Шупашкарта Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен регионти обществăлла организацийĕн конференцийĕ иртнĕ.

2023 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвне сỹтсе явма Елчĕк муниципалитет округĕн делегацийĕ — вырăнти пĕрлĕх ертỹçи Николай Павлов, унăн çумĕ Анатолий Анисимов тата Лев Кузнецов хутшăннă. Доклада тишкерсе Анатолий Алексеевич та тухса калаçнă, округра туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă.

Округра ГСВГ ветеранĕсен пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 10 çул çитнĕ пулсан, республикăри спартакиадăра тăхăр хутчен çĕнтернĕ. Вырăнта та курăмлă ĕçсем пур: тĕп лапамра Германире службăра тăнисен ячĕпе палăк лартнă, историпе тăван тавралăх музейĕнче ятарлă кĕтес йĕркеленĕ, икĕ хутчен регион шайĕнче спартакиада ирттернĕ, «Мы — наследники Победы» кĕнеке кăларнă. Ветерансем шкулсенче патриотла мероприятисем ирттерме те хастар хутшăнаççĕ.

Конференцире округсенчи пĕрлешỹсен ĕçне те пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн округри ГСВГ ветеранĕсен пĕрлĕхĕ куçса çỹрекен вымпела тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Çиччĕмĕш çул!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code