Пятница, 21 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сигарет ан турт!

Сигарет ан турт!

Сигарет туртни унта никотин пуррипе çеç сывлăха хавшатмасть.

Табак тĕтĕмĕнче чĕрене сиенлекен, онкологи чирĕ пуçлама пултаракан наркăмăш — мышьяк, сывлăш çулĕсене сиенлекен хими япали — формальдегид, лейкоз тата онкологин ытти чирĕсене сарма пулăшакан бензол пуррипе те сигарет туртни пурнăçшăн хăрушă.

Туртакан çыннăн пыра-киле ăс-тăнĕ те хавшать, куç çивĕчлĕхĕ чакать. Электрон сигарет туртни те сывлăха сиен кỹрет, мĕншĕн тесен никотин ỹпкене çакланса юна питĕ хăвăрт сăрхăнса кĕрет.

Медицина ĕçченĕсен шухăшĕпе, туртакан çыннăн, пачах та туртманнисемпе танлаштарсан, ĕмĕр тăршшĕ 10-15 çул кĕскерех пулать.

Апла пулсан, мĕншĕн çăвара сигарет хыпмалла-ха? Хамăрăн сывлăха хамăрах пĕтерни пĕрре те шухăшлаттармасть-ши туртакансене?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code