Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

ГТО: регионта…

Элĕкре республикăри çемье командисем вăй виçнĕ.

ГТО фестивалĕнчен Елчĕкри Портновсем нихăш çул та медальсемсĕр таврăнман. Хальхинче вара, 11 командăна хыçала хăварса, кубокпа килнĕ: абсолютлă çĕнтерỹçĕсем!

Уйрăммăн илсен, 8-11 çулсенчи ачасен хушшинче Артурпа никам та танлашайман. Амăшĕ — Елена Николаевна, ашшĕ — Денис Владимирович тата аслашшĕ — Владимир Павлович пурте хăйсен йышĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă.

…тата округра

Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлекенсем вара ГТО тесчĕсене культурăпа кану паркĕнче пурнăçланă.

Сывă пурнăç йĕркипе туслă 30 ытла медик хăйсен хăвăртлăхне, вăй-халне, йăрăлăхне сакăр дисциплинăра кăтартнă. Шурă халатлисен тепĕр ушкăнĕ те çывăх вăхăтра ĕçпе оборонăна хатĕррисен йышне тăрĕ.

Иккĕшĕ те çĕнтерỹçĕ

Шупашкар хула кунне халалласа Калинин районĕнче ирттернĕ чăваш наци «Кĕрешỹ» уçă ăмăртăвĕнче Елчĕксем çĕнтернĕ.

Туссем — Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль) 80 килограмран йывăртарах тата çав виçерен çăмăлтарах категорисенче кубоксене вĕçертмен. Женя вара абсолютлă виçере те пьедестал çине хăпарнă: така хуçи пулса тăнă. Кăçал вăл чĕрĕ приза пĕтĕмпе 5 хутчен те тивĕçрĕ пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code