Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăшпиллĕхĕ иксĕлми

Ăшпиллĕхĕ иксĕлми

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчи 3-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн Аслă Шăхалĕнчи Елизавета Изосимовна Павловăна амăшĕн «Анне» Мухтав паллипе наградăланă.

Ял хĕрарăмĕ хăçан та пулин ят-сумшăн, чапшăн çуннă-ши? Унăн яланах кулленхи пурнăçа йĕркелесе пырасси малта пулнă: колхозра пилĕк авнă хыççăн кил-хуçалăхри ĕçсене пурнăçласа «каннă», йышлă çемьене тутă тытассипе, тумлантарассипе, вĕрентессипе тимленĕ… Хуть те мĕн калăр та, ĕлĕкрех тĕнчен черченкĕ пайĕн ĕçĕн вĕçĕ те пулман-тăр.

Елизавета Изосимовна пирки те, ялта ăна Юля аппа теççĕ, çакнах çирĕплетме пулать. Вăл Турханти Изосим Васильевичпа Елена Сергеевна Васильевсен çемйинче 1936 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шăпах ĕнер çуралнă кунĕ пулнă унăн. Самана нуша-терчĕ 10 ачаран улттăшне вăхăтсăр çĕре кĕртнĕ. Тăваттăшĕнчен чи асли — Анфиса — çак уйăхăн 10-мĕш кунĕнче 91 çул тултарнă. Вăл та Аслă Шăхальте пурăнать, хальхи вăхăтра Çĕнĕ Пăвара хĕрĕ патĕнче тимлĕхре. Юля хыççăнхи — Василий (1938-2004) — 39 çул «Колос» хуçалăхра бригадирта вăй хунă. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ вăл. III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе те наградăланă. Кĕçĕнни — Венямин (1949 çулхи).

Юля аппа Александр Павловпа 2008 çулта пĕрле килĕшỹре тата юратура пурăнни 50 çул çитнине паллă тунă хыççăн мăшăрĕ тепĕр çулхинех ĕмĕрлĕхе куçне хупать.

Александр Всеволодович колхозра трактористра тăрăшнă. Вăл сухаламан пĕр метр çĕр те юлман пулĕ унта. Ĕçе кирек хăçан та тĕплĕ, пахалăхлă, агротехника требованийĕсене пăхăнса пурнăçланă. Кĕрхи çĕртме тăвассипе районти социализмла ăмăртура мала тухнăшăн ăна преми — мотоцикл парса чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен газ операторĕн ĕçĕнче хăйне тĕрĕсленĕ.

Юля аппан шкулта вĕренесси вăрçă хыççăнхи çăмăл мар тапхăрпа пĕр килнĕ те, 7 класран ытлашши пĕлỹ илеймен. Ун вăхăтрисем аслисенчен вĕренсе, ĕçре пиçĕхсе пурнăç опытне пухнă. Ваттисене хисеплени, вĕсен сĕнỹ-канашне ăса хывни, ырă йăла-йĕркесене пăхăнса пурăнни çулсем иртнĕ май хăйсене сума тивĕçлисен йышне кăларнă.

Елизавета Изосимовнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 42 çул. Колхозра (ячĕсем улшăнсах тăнă) вăл чăх-чĕп пăхаканра та, тĕрлĕ ĕç тăваканра та тимленĕ. 1986 çулта «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ, Чăваш Республикин 2020 çулхи «Вăрçă ачисем çинчен» калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн унăн социаллă пулăшусен çăмăллăхĕпе усă курмалли ирĕкĕ те пур.

— Юля аппана час-часах куратăп та, сывлăх сунмасăр, калаçмасăр нихăçан та иртмест, — ун пирки ыйтсан пĕлтерчĕ Курнавăш территори пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Вера Турхан. — Сăпайлă, тарават хĕрарăм вăл.

Паллах, амăшĕ çинчен ачисенчен ытларах кам каласа пама пултартăр? Пилĕк ачаран чи кĕçĕннипе, Алина Александровнăпа çыхăнтăмăр та, унăн паха енĕсем нумайрах уçăлчĕç.

— Анне нихăçан та айăпласа, ỹпкелесе калаçса курман, — тет хĕрĕ. — Пурнăçра оптимист вăл. Пĕрмаях тем ĕçлетчĕ, ахаль ларнине нихăçан та асăрхаман. Ал ĕçĕпе питĕ маçтăр. Пуçласа ялта вăл кофта çыхнă. Унăн канăçа пĕлмен аллисем çак таранччен миçе чăлха-нуски, чĕнтĕр, чỹрече карри хатĕрлемен-ши? Рамăллă тĕрĕсем епле илем кỹреççĕ пỹрт ăш-чиккине! Паян та ахаль лармасть. «Хăнăхнă ĕç — чуна çăмăллăх», — тет вăл. Шкул çулĕсенче сăвăсене сасăпа калаттăмччĕ килте. Такăнсан вара анне «пулăшатчĕ»: йăлтах шатăртаттарса каласа паратчĕ. Халĕ те тĕлĕнетĕп, çичĕ класс кăна пĕтернĕскер, ытти классен сăввисене ăçтан пĕлнĕ-ха?

Елизавета Изосимовна пĕр-пĕрне хисеплекен, ĕçе мала хуракан нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Унăн кăмăл-туйăмĕнчи, ĕç-хĕлĕнчи паха енĕсем ачисене те куçнă. Асли — Владимир — 1959 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Совет Çарĕнче службăра тăнă. Мĕн пенсие тухиччен Шупашкар хулинче пĕр профессипе ĕçленĕ — водитель.

Людмила Тимирязева (хĕрĕсене мăшăрĕсен хушамачĕсемпе палăртăпăр) Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче шут ĕçне вĕреннĕ, тĕрлĕ организацире бухгалтер, 20 çул ытла тĕп бухгалтер пулса тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ.

Пурнăçра ыран мĕн пулассине пĕлме çук, унăн хăйĕн саккунĕ. Людмила Александровнан темиçе çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕрет, иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче 63 çула кайса сасартăк хăй те пурнăçран уйрăлать.

Çухатусене чăтса ирттерме çăмăл пулманах амăшне. Ачисем килсех тăни, телефонпа тăтăшах çыхăнни йывăр шухăшсен çаврăмне ерипен сирме пулăшнă пулĕ. Çапах та амăшĕн чĕринче çак йывăр туйăм нихăçан та сĕвĕрĕлмĕ.

Светлана Петрова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ. 20 çул ытла Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» производство пĕрлешĕвĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă. Ун хыççăн — культурăра: 2004-2008 çулсенче Вырăс драма театрĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, 2012 çултан вара — хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыракан. Светлана Александровнăн хастарлăхне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Культура министерствин Тав çырăвĕсемпе палăртнă.

Ывăлсенчен кĕçĕнни — Вячеслав (1966 ç. çур.). Салтак тумне хывсан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломне алла илнĕ. 21 çул Чăваш Енри Шалти ĕçсен органĕсенче тăрăшнă, милицин отставкăри полковникĕ. Тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ ентеш 2020 çултанпа — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçĕсен Управленийĕн начальникĕ.

Алина Ефимова çинчен маларах кăштах сăмах пуçарнăччĕ. Вăл та Вячеслав Александрович вĕреннĕ аслă шкулта пĕлỹ пухнă, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. Хальхи вăхăтра Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн директорĕн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

— Анне тĕрлĕ ал ĕç тума пĕлни, пире вĕрентни мана çак заведенине ĕçлеме кĕме те хистерĕ, — кăмăлне уçать Алина Александровна. — Çапла май çывăх çыннăмăн ĕçне кунта та малалла тăсатăп.

…Юля аппан ачисемшĕн кулянмалли çук. Пурте çемьеллĕ, ачаллă, мăнуксемлĕ. Хăйĕн пекех хастар. Вĕсен сăпайлăхĕ тивĕçнĕ наградăсен тулли списокне пĕлтерменнинче те курăнать. Амăшĕн çынсем хушшинчи хисепĕ, ăшпиллĕхĕ вара вĕсене куллен хавхалантарса, йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнма хистет.

Николай МАЛЫШКИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Елизавета Павлова мăшăрĕпе тата мăнукĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code