Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Асăну турнирĕсенче

ЕЛЧĔК. «Улăп» ФОКра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьев воин-интернационалиста асăнса шкул ачисен баскетбол (3х3) турнирĕ иртнĕ.

Турнир спонсорĕ, Елчĕкри «Ритуал» предприяти директорĕ Леонид Григорьев кашни çулхи пекех пĕтĕм командăсене призсемпе тивĕçтернĕ. Чи вăйлисене (Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш шкулĕсем) вара уйрăммăн та чысланă.

х х х

ЯМАНЧỸРЕЛ. Кунта та орденоносец, Çурçĕр Кавказра паттăрла пуçне хунă Александр Муллин ячĕпе ăмăртусем йĕркеленĕ.

Хоккей турнирĕсенче ачасем икĕ ушкăнра вăй виçнĕ. Вăтаммисенчен, виçĕ командăран, Яманчỹрелсем палăрнă. Вĕсем аслă ушкăнра та çĕнтерĕве çывăх пулнă — Пăвари (Тутарстан) «Арктика» командăна овертаймра 7:8 шутпа çеç выляса янă. Çакна та палăртмалла: кил хуçисем «кĕмĕл» патне çитиччен «Лаш Таяпа» (7:3), «Аслă Елчĕк» (4:2), «Патреккел» (5:3) командăсен çулне пỹлнĕ.

Çав вăхăтрах Елчĕкри вăтам шкул командисем ăçта-ши?

х х х

АСЛĂ ЕЛЧĔК. Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче территори пайĕн администрацийĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ялти спорт ветеранĕсене халалласа пуçласа хоккей турнирĕ йĕркеленĕ.

Çивĕч кĕрешỹре Патреккелсем мала тухнă, Аслă Елчĕксемпе Яманчỹрелсем — призерсем. Командăсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе тата укçан чыслассине округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Вадим Чернов, Раççей спорт мастерĕ Владимир Петрушкин, Владимир Райков, пĕр тăван Александрпа Сергей Черновсем хăйсем çине илнĕ. Уйрăм номинацисенче палăрнисене — Илья Скворцова, Станислав Васильева, Вячеслав Чернова та пысăк хавхалану кỹнĕ вĕсем.

Икĕ çĕнтерỹ

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Михаил Миллин округри, регионти ăмăртусемпе çеç çырлахмасть.

Раççейри тĕрлĕ хуласенчен те темиçе хутчен ылтăн медальпе таврăннă вăл. Ашшĕ, вăлах тренер, Константин Александрович ертсе пынипе хальхинче Белоруссие çитсе килнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен виçĕ кунлăх турнирĕнче Миша 6 атлета парăнтарса чемпион пулса тăнă.

Ашшĕпе ывăлĕ нарăсăн 24-мĕшĕнче çула май тенĕ пек Смоленскри ăмăртăва чарăннă. Мĕн тетĕр? Кунта та 27 килограмлă атлетсенчен 1-мĕш вăл. Ку çеç те мар. Елчĕк ачи «Чи лайăх кĕрешỹшĕн» ятарлă медалĕн хуçи те.

Пысăк тимлĕхре

ÇИРĔКЛĔ ШĂХАЛЬ. Ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра канăва йĕркелесси пысăк тимлĕхре.

Кунта пурăнакансен хушшинче сĕтел çи вăййисене час-часах ирттеретпĕр. Черетлĕ турнир шашкăлла выляссипе пулчĕ. Унта кашниех çивĕч ăс кăтартма, кăткăс комбинацисем йĕркелеме тăрăшрĕ. Вăл енĕпе ытларах Валериан Кириллова ăнчĕ: вăл — çĕнтерỹçĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Лев Марковпа Илья Корнилов.

Округри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ Владимир Федоров мала тухнисене дипломсемпе тата медальсемпе чысларĕ.

Антонина ОСИПОВА,
уйрăм заведующийĕ.

Хуçалăх ертỹçин пуçарăвĕпе

ИСЕМПЕЛ. «Победа» сахал яваплă обществăн кану базин территорийĕнче округри йĕлтĕрçĕсен стартне 50 яхăн спортсмен тухнă.

Ăмăрту организаторĕ — паллă йĕлтĕрçĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Головин директор чи пултаруллисене — 24 спортсмена туллин чысланă, çав шутра укçан та хавхалантарнă. Ăшă пỹлĕмре астивнĕ вĕри апат вара пурне те килĕшнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code