Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсем пысăк. Пĕрлĕхре пулсан пурнăçа кĕртме пулатех

Тĕллевсем пысăк. Пĕрлĕхре пулсан пурнăçа кĕртме пулатех

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура çак ыйтусене сỹтсе явнă:

  1. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çыру.
  2. 2024 çулхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕ.
  3. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕ.

Асăннă ыйтусемпе актив умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ кураторĕ — Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тухса калаçнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне тухнă Çырăвĕпе хаçатра кĕскен паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Патшалăх ертỹçи унта çулталăка пĕтĕмлетнĕ, шалти тата тулашри политикăн пĕлтерĕшлĕ енĕсене палăртнă, саккун пуçарăвĕсен тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ, çĕршыв аталанăвĕн ултă çуллăх тĕллевĕсене уçăмлатнă.

Унта вăл çĕнĕ наци проекчĕсем вăй илессине те пĕлтернĕ. Пĕрремĕшĕ — «Çемье» проект. «Нумай ачаллă пысăк çемье пурнăç йĕрки, общество философийĕ, патшалăх стратегийĕн никĕсĕ пулса тăмалла», — тенĕ В.Путин. Çавна май çемьесене, уйрăмах нумай ачаллисене тата пысăк тĕрев пулассине пĕлтернĕ.

Чăваш Енпе илсен, калас пулать, нумай ачаллă çемьесен шучĕ çуллен ỹссе пырать. 2012 çултанпа вĕсен йышĕ икĕ хут пысăкланнă — республикăра паян 3 тата ытларах ачаллă 18 пин ытла çемье. Çакăн пек çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа тỹлеме пуçланă. Ку мерăна регион пĕлтĕр кăна ĕçе кĕртнĕ — 129 çемье усă курма ĕлкĕрнĕ те. Республикăн амăшĕн капиталĕпе нумай ачаллă çемьесене автомобиль туянма ирĕк пани те вырăнлă пулса тухнă. Вĕсене çавăн пекех транспорт налукĕнчен хăтарнă. Социаллă контракт тăвас тĕлĕшпе те чи малтан нумай ачаллă çемьесем енĕпе тимлĕх пысăк. Пĕлтĕр республикăри асăннă категорири çемьесене кỹнĕ пулăшăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 12,7 миллиард тенкĕпе танлашнă.

В.Путин ĕçе кĕртме сĕннĕ тепĕр наци проекчĕ — «Вăрăм ĕмĕрлĕ тата хастар пурнăç». Хальхи вăхăтра çĕршывра пурăнакансен вăтам ĕмĕрĕ — 73 çул. 2030 çула çак кăтартăва 78 çула çитермелле, малашлăхра вара 80 çултан ирттермелле. Эппин, сывлăха тĕреклетесси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Диспансеризаци тухакансене, ГТО нормативĕсене пурнăçлакансене çăмăллăхсем кĕтĕç малашне. Чăваш Енре, калăпăр, ГТОшниксем налук енĕпе вычет илмелли ирĕкпе те усă курма пултарĕç.

Çĕршывра çитес вăхăтра «Раççей çамрăкĕсем» наци проекчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Унпа килĕшỹллĕн çамрăксен обществăлла организацийĕсен, яш-кĕрĕмĕн пуçарулăхне аталантарассипе, вĕсене тĕрев парассипе улшăнусем курăпăр.

Тĕрлĕ ĕç сферинче кадрсем çитменни вăрттăнлăх мар. «Паянхи çамрăксем XXI ĕмĕрти экономикăра ĕçлеме хатĕр профессионалсем пулса тăни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, — тенĕ Владимир Путин. — Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме «Кадрсем» наци проекчĕ пуçарăпăр».

В.Путин ачасене тĕрлĕ профессипе паллаштарма предприяти-организаци ертỹçисене хăйсем патне экскурсие йыхравлама сĕннĕ. Ĕлĕкрех округри шкулсемпе ĕç коллективĕсем ку ĕçе тухăçлă йĕркеленĕччĕ.

2025 çулта çĕршывра «Земство культура ĕçченĕ» программа ĕçлеме пуçлĕ. Яла ĕçлеме каякан специалиста пĕр хутчен 1 миллион тенкĕ парассине пĕлтернĕ В.Путин. Çавăн пекех «Пушкин картти» программăна анлăлатма сĕннĕ. Ку енĕпе округра ĕç кал-кал пырать. Паллах, кашни культура çурчĕпе вулавăшра ĕçлекенăн тỹпине тулли ставкăпа çирĕплетсен хастарлăх иксĕлми пулĕччĕ те.

Çырура ытти нумай ыйтăва анлă çул панă…

Пĕрлехи информаци кунĕнче Раççей Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă анлă пĕтĕмлетỹ те пулчĕ. Ун пирки уйрăм статьяра вуласа паллашма пулать.

Виççĕмĕш ыйтуран — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕл отчетĕнчен ялсенче пурăнакансене çывăхрах темăна — ял хуçалăх отраслĕпе çыхăннă кăтартусене тишкерер-ха.

Çакна палăртни вырăнлă: Чăваш Ен апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерет кăна мар, республика тулашне ăсатмалăх та продукци хатĕрлет. Сăмахран, çĕр улми хамăра кирлинчен — 1,8 хут, сĕт — 1,4 хут, пахча çимĕç 14 процента яхăн нумайрах. Пĕлтĕр 975 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан — 32 центнер. Иртнĕ çул ял хуçалăх отраслĕ валли 7 миллиард тенкĕ уйăрнă. Хăмла туса илес ĕç вăйланнă — 2023 çулта 192 тонна пухса илнĕ. Республикăра çак культурăпа ĕçлемелли компетенци центрне йĕркеленĕ, лаборатори тата ятарлă техника производстви пулмалла.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те сахал мар ĕçленĕ. Хальлĕхе 20 пин гектар юлнă. Апла пулин те, Чăваш Ен сухаланă çĕрсен тỹпипе Атăлçи округĕнче — 1-мĕш, Раççейре — 7-мĕш вырăнсенче. АПК продукцине чикĕ леш енне ăсатакан виçе те пысăкланнă. Ют çĕршывсене тиесе яракан продукци ассортименчĕ те анлăланса пырать. Ял хуçалăхĕнчи малашнехи тĕллевсем те пысăк…

Леонард Левыйпа Алевтина Федорова çавăн пекех уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code