Четверг, 30 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Министр Чăваш Енре пулнă

Министр Чăваш Енре пулнă

Чăваш Енре Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко ĕçлĕ визитпа пулнă, Шупашкарти сиплев учрежденийĕсен ĕçĕпе паллашнă, республика ертỹлĕхĕпе районти медицина аталанăвĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле васкавлă медпулăшу больницинче пулнă май Михаил Мурашко Раççей тата Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министерствисен бюджет учрежденийĕн çĕнĕ йышăну уйрăмĕн çуртне тăвас ыйтăва пăхса тухмаллине палăртнă.

Министр Шупашкарти 6 больницăна çитсе курнă, медколледжра пулнă, медицина ĕçченĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Михаил Мурашко сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленисене Хисеп хучĕсемпе чысланă. Вĕсен хушшинче округри тĕп больницăра окулист тухтăр пулса тăрăшакан Алевтина Ястребова та пур. Саламлатпăр!

Сăн ỹкерчĕкре: А.Ястребовăна чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code