Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Тинĕс-çар пехотин кунĕ пулнă. Çавна май Лаш Таяпа ялĕнче, пуçаруçăсем çине тăнипе, Раççей Федерацийĕнчи пехота салтакĕсемпе офицерĕсене сума суса палăк уçнă.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Тинĕс-çар флочĕн пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи, çавăн пекех хамăрпа кỹршĕллĕ округсен представителĕсем, ял старости — Валерий Яковлев, хамăр ентеш — хисеплĕ хăна Анатолий Князев, «Акар» питомник директорĕ Леонид Князев, Елчĕк округĕнчи тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем тата ытти нумай хăна хутшăннă.
Тухса калаçакансем çакна палăртнă: Тинĕс-çар пехотин уйрăм бригадисемпе полкĕсем хальхи вăхăтра та — Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунсенчен тытăнсах Раççей çĕршывĕн чиккисене чыслăн хỹтĕлес ĕçе парăннă.
Палăка тасатса сăваплама вырăнти чиркỹ настоятелĕ Силуан (Козлов) иеромонах хутшăннă.

