Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ тĕл пулу

Черетлĕ тĕл пулу

Округри тĕп библиотекăра йĕркеленнĕ «Место силы» центр никĕсĕ çинче пулса иртнĕ черетлĕ тĕл пулăва Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсене йыхрав патăмăр.

Çула çитмен çамрăксемпе вырăнти полици уйрăмĕн ГИБДД сотрудникĕ Алексей Сергеев аслă лейтенант хутшăннипе усă курса калаçăва хальхи вăхăтшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăма тивĕçлĕ «Хăрушлăхсăр хĕллехи çулсем» темăпа йĕркелерĕмĕр. Алексей Сергеев хĕллехи вăхăтра автомобиль хĕвĕшекен çулсем çинче, çуран утса каçмалли вырăнсемпе обществăлла транспортра хамăра мĕнле тытмалли, автотранспортра хăрушлăхран асăрханса тытмалли хатĕрсем тата вĕсемпе мĕнле усă курмалли пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл шкул ачисене, уйрăмах çул урлă каçнă чухне, мобильлĕ телефонпа калаçнă тата хăлхана наушник тăхăнса музыка итлесе утнă чухне тимлĕхе çухатни, çапла май пысăк инкекпе тĕл пулма пултарасси пирки асăрхаттарчĕ. Çуран çỹрекен кашни ача çакна ăнлансан çул-йĕр çинче инкексем те сахалрах пулнă пулĕччĕç.

Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code