Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕçтерме хăнăхаççĕ

Вĕçтерме хăнăхаççĕ

Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче «Пилотсăр вĕçекен аппаратсен операторĕ» программăпа вĕренекенсен пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ иртнĕ.

Çĕнĕ квалификацие илнине çирĕплетекен свидетельствăна 11 çын тивĕçнĕ. Çавăн пекех техникумра «Вĕçекен аппаратсене пухакан слесарь» курс та ĕçлет. Вĕренỹ куçăн майпа 144 сехете тăсăлĕ. Программăна итлеме 18 çултан аслăраххисене йышăнаççĕ. Çулталăк вĕçлениччен БПЛА пухакан слесарь тата оператор квалификацине 50 яхăн çын илĕ. Вĕсен шутĕнче — патшалăх ведомствисен, предприятисен тата уйрăм компанисен çыннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code