Республикăра çамрăксене уйăракан пулăшу анлă. Кунта çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕ тата çарпа патриотлăх воспитанийĕн вĕренỹпе методикăн «АВАНГАРД» центрне, «ВОИН» центрăн филиалне палăртни вырăнлă.
Çамрăксен пуçарăвĕсене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çамрăксен тата студентсен представителĕсем валли çулсеренех ятарлă стипендисем, ятарлă пултарулăх ăнтăлăвĕшĕн, 11 сферăри патшалăх çамрăксен премийĕсене параççĕ. 2026 çултан вара премисен шучĕ 12 таран ỹсет, малтанхисен çумне ял хуçалăхĕпе çыхăннă номинаци хушăнать.
Çамрăксем республика аталанăвне пысăк тỹпе хывасса шанса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çамрăксен политикин аталанăвĕн стратегине сỹтсе явнă май Чăваш Республикин Финанс министерствине, Министрсен Кабинетне Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн виçине индексацилеме хушнă.

