Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Паттăрсем пирĕн хушăмăрта пулĕç
Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕпе килĕшỹллĕн тỹрех çичĕ герой партти уçнă.
Украинăри ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуç хунисен ячĕпе вĕсем. Малашне вăл парттăсем хушшине вĕренỹре, обществăлла ĕçсенче, спортра палăрнă ачасем ларĕç. Çапла майпа çĕршыв хỹтĕлевçисем яланах пирĕн хушăмăрта пулĕç, хăйсем çинчен аса илтерсех тăрĕç. Вĕсем: Артем Владимирович Борисов, Алексей Юрьевич Журавлев, Александр Владимирович Егоров, Владимир Иванович Парамонов, Алексей Володиевич Струнков, Александр Николаевич Чернов, Сергей Николаевич Шепилов. Пурне те вĕсене Паттăрлăх орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн).
Шăплăх саманчĕ хыççăн Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илнĕ.

— Паттăрсене çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп, — тенĕ вăл. — Парта — патриотла ăнланулăх символĕ, вăл кашнине Раççейăн аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма хистетĕр. Пирĕн хỹтĕлевçĕсем çав утăма тунă та.
Пухăннисем умĕнче çавăн пекех шкул директорĕ Лариса Васильева, республикăри «Паттăрла ĕçсен сассисем» проектпа килĕшỹллĕн СВО ветеранĕсем — А.Михайлов гварди лейтенанчĕпе С.Егоров рядовой -тухса калаçнă.
Хăнасем вĕренекенсемпе паттăрлăх урокĕ те ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code