Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕннине те пĕлмелле

Çĕннине те пĕлмелле

Округ администрацийĕн пысăк залĕнче ĕç сыхлавĕпе условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.

Предприятисемпе организацисенче асăннă ыйтупа тимлекенсен умĕнче малтанах ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Матросов тухса калаçнă. Вăл çул-йĕр правилисене пăхăнассипе, профилактика мероприятийĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра автотранспорт кăна мар, куçса çỹремелли ытти тĕрлĕ хатĕр йышланни те çивĕчлĕхе ỹстерет.

Чăваш Енри Роспотребнадзорăн Патăрьел территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Петрянкина 2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен санитарипе эпидемиологи требованийĕсен тĕлĕшпе улшăнусем пулассине пĕлтернĕ. Çĕнĕ правилăсенче ĕç вырăнĕсенчи микроклимат, сасăсен шайĕн, пỹлĕмсен çутăлăхĕн параметрĕсене… палăртнă.

Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕпе вĕренỹ, инструктаж йĕркелессинче те çĕнĕлĕхсем пулĕç. Çак тата ытти шухăша пуçтарăннисем патне округ администрацийĕн ĕç хутшăнăвĕсен специалисчĕ Ирина Аникина çитернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code