Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Чиркỹ — аваллăх управçи

Чиркỹ — аваллăх управçи

Кашни ялта, пысăк-и е пĕчĕк-и вăл, унăн историйĕпе, кун-çулĕпе, халăхăн авалхи йăли-йĕркипе çыхăннă вырăнсем пур. Тĕмер çыннисемшĕн вăл — Тĕрĕслĕх тата Чĕрĕлĕх кỹрекен Турă хĕресне çĕклесе кăтартнин тата Христос çуралнин ячĕллĕ чиркỹ.

1749 çулта уçăлнă пĕрремĕш, каярах туса лартнă иккĕмĕш тата виççĕмĕш чиркỹсенче темиçе ăрури пирĕн йăх-несĕл çыннисене Турă саккунĕсене вĕрентсе вĕсене тĕрĕс тытса пыма хăнăхтарнă, тин çуралнă ачасене кĕл туса шыва кĕртнĕ, çамрăксене венчете тăратнă, пурнăçран уйрăлнă çынсене юлашки çула ăсатнă.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче — Тĕмер чиркĕвĕн престол праçникĕ. Ял çыннисем çак уява мĕн авалтан анлăн паллă тунă. Чиркỹре кĕлĕрен тухсан хăна-вĕрле пуçтарнă. Унта таврари ялсенчи тăванĕсене йыхравланă. Ял урамĕсенче юрă-кĕвĕ, купăс сасси янăранă. Пурнăç улшăнса, халăх йышĕ чакса пынă май хăш та пĕр йăла-йĕрке манăçăнни сисĕнет. Çапах та престол праçникĕн кĕллине халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Кăçалхи уяв хальхи чиркĕве туса лартнăранпа 150 çул çитнипе пĕр куна килчĕ. Престол праçникĕн кĕллине хальхинче те Петр Иванов протоиерей ирттерчĕ, Тĕмер чиркĕвне ĕненекенсем вăл таса тата сумлă ятлă тесе хаклаççĕ.Çакăнта чиркỹ настоятелĕн тỹпи пысăк пулни пирки те иккĕленмелли çук. Халăха Турă кăтартнă çулпа утма вĕрентсе пырать. Кашни кĕлле халăх ăнланмалла чĕлхепе ирттерет.

Кĕлĕ вĕçленсен ял çыннисем часах килĕсене кайма васкамарĕç. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн ертỹçи Инесса Воронова пухăннисене, çавăн пекех чиркỹ настоятельне Турă çурчĕн çавра çулĕ çитнĕ ятпа саламларĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пысăк пулăшу панăшăн Чăваш Республикинчи «Доблесть» общество организацийĕн медалĕпе чысларĕ, ял çамрăкĕсем ячĕпе парнесем пачĕ.

Престол праçникĕ умĕн пĕр кун маларах, шăматкун, чиркỹ юбилейне халалланă Тĕмер ялĕн кунĕ иртрĕ. Унта ялти чи ватă çынсене, колхоз производствин ветеранĕсене, пĕр-пĕринпе çур ĕмĕр килĕштерсе пурăнакан тата çамрăк çемьесене чысларĕç. «Хăв пурăнакан яла пĕлетĕн-и?» викторина та йĕркеленĕ. Ял кунĕнче чылай хĕрарăм уява хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, сăрапа тухнă. Программăра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç.

Ял кунне Юрий Кашкăр ертсе пыракан артистсем илем кỹчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç кăна мар, юрă-ташă картине ял çыннисене те явăçтарчĕç.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code