ЧР Ял хуçалăх министерстви «Перспектива» грант валли заявкăсем йышăнма пуçланă. 2026 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 150 млн тенкĕ уйăрнă. Ку нухрата 10 çĕнтерỹçĕ хушшинче пайлĕç.
Документсене электронлă майпа ноябрĕн 4-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Кăçал гранта 4 енпе парĕç: çырла туса илесси (çав шутра теплицăра çырла ỹстересси те), пахча çимĕç çитĕнтересси (теплицăра е парникара), агротуризм тата мăйракаллă шултра выльăха ашлăх ĕрчетесси. Грантпа усă курса теплицăсемпе витесем туянма, вĕсене юсама, оборудованипе тивĕçтерме юрать. Ăна илес тĕллевпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем, предпринимательсем, хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем тата Раççей организацийĕсем хутшăнма пултараççĕ.

