Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çул-йĕр яланах тимлĕх ыйтать

Çул-йĕр яланах тимлĕх ыйтать

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕнче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ.

Ларура округри çул-йĕрпе транспорт лару-тăрăвĕн 2026 çулхи 9 уйăхри лару-тăрăвне тишкернĕ, ача-пăча çул-йĕр тата транспорт çинче суранланассине асăрхаттармалли мерăсене сỹтсе явнă, «Автобус», «Перевозчик», «Ỹсĕр водитель» тата «Çуран çỹрекен» йышши тăтăшах ирттерекен профилактика операцийĕсен кăтартăвĕсене пăхса тухнă.

Муниципалитет округĕн администрацийĕ 2026 çулта çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе йышăннă мерăсене те сỹтсе явнă.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх — пурин яваплăхĕ те. Водительсемпе çуран çỹрекенсене питĕ тимлĕ пулма, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code