Шупашкарта пурăнакан Татьяна Шведова Раççейĕн финанс енĕпе пĕлỹ илессипе иртнĕ V чемпионачĕн регионти тапхăрĕн призерĕ пулса тăнă.
Вăл — тĕп хулари социаллă пулăшу паракан комплекслă центр волонтерĕ. Кунта алă ĕçне хутшăнса ăсталăхне ỹстерет, сывлăхне çирĕплетме çỹрет, укçапа йăнăшмасăр усă курма хăнăхать.

