40 çулти арçыннăн Уголовлă Кодексăн икĕ статйипе явап тытма тивнĕ: взятка пама-илме пулăшнăшăн тата пысăк виçепе улталанăшăн.
СК органĕсем пухнă материалсене суд çак арçынна айăпламашкăн çителĕклĕ тесе хакланă. Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх, вăл подряд организацийĕн директорĕн пĕлĕшĕ пулнă та — унăн хамăр республикăра тунă 12 ача-пăча площадкине саккасçă йышăнасшăн маррине, ку енĕпе чăрмавсем тухса тăнине пĕлнĕ. Фигурант директорпа курнăçнă, ыйтăва татса памашкăн пулăшма — регионăн хысна учрежденийĕн должноçри çыннине взяткăпа сутăн илес тĕлĕшпе посредник пулма — сĕннĕ. Çав çынпа тĕл пулнă, объектсене йышăнма ыйтнă — куншăн 3 миллион тенкĕ шантарнă. Çав вăхăтрах хăй подряд организацийĕн директорне ыйтăва 5 миллион тенкĕлле татса патăм тесе суйнă. Унран çав укçан пĕр пайне — 2,5 миллион тенкĕ — илнĕ те 1 миллион тенкине хăйĕн кĕсйине чикнĕ.
Хысна учрежденийĕн должноçри çынни тата подряд организацийĕн директорĕ хайхи саккунсăр сĕнỹ çинчен право хуралĕн органĕсене евитленĕ. Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем фигуранта шăп та лăп укçа панă вăхăтра алăранах ярса тытнă.
Преступление СК следователĕсем Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн тата ШĔМ сотрудникĕсемпе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă. ФХС управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева пĕлтернĕ тăрăх, суд фигуранта 2,5 миллион тенкĕлĕх штрафланă.

