Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи сăн ỹкерчĕкре Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ çумĕнчи «Чебурашка» ача садне çỹрекенсем сăнланнă.

— Эпир кăçал садикрен тухса шкула каятпăр, — терĕç вĕсем харăссăн ун чух.
-Ỹкерсе ил-ха пире, тепре кунта ỹкерейместĕн, — хальхинче ỹкерчĕкре сылтăм енче тăракан арçын ача сăмах хушрĕ.
«Шухă ача пулас… Пурнăçра çапла пулмалла та», — тесе шутласа фотоаппарата ĕçе хатĕрлерĕм.
«Мĕнле пурăнатăр эсир халĕ, çак ачасем? — ыйтас килет манăн вĕсенчен. — Хăвăра паллатăр-и?»
Владимир МОСКОВСКИЙ.

