Понедельник, 23 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проектсене вĕçленĕ!

Проектсене вĕçленĕ!

Кăçал «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн округра 51 проекта ĕçе кĕртмелле пулнă.

Округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене аталантарассипе, хăтлăх кĕртессипе ĕçлекен управлени начальникĕ Николай Петров пĕлтернĕ тăрăх, юнкун юлашки икĕ объекта вĕçленĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче модульлĕ пушар деповĕн çуртне (5,7 миллион тенкĕлĕх) хута янă. Ĕнелте тỹрех пилĕк урама хытарнă çул сарнă. Ĕçе кĕртнĕ сумма — 4,2 миллион тенкĕ ытларах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code