Хальхи вăхăтра районта Пĕтĕм Раççейри предметсен район шайĕнчи олимпиадисем иртеççĕ.
Кăçал шкул ачисем муниципалитет шайĕнче 20 предметпа хăйсен пĕлĕвĕпе тавра курăмне тĕрĕслеççĕ. Хальлĕхе олимпиада 10 предметпа иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ытларах Елчĕк /17/, Лаш Таяпа /6/, Çĕнĕ Пăва /5/ шкулĕсенче. Уйрăмах Елчĕкри 9 класра вĕренекен Т. Павловăпа 10 класри А.Филиппов пысăк ÿсĕмсем тунă. Вĕсем виçшер предметпа пысăк балл пухнă. Аслă Елчĕкри 10 класри М.Петрова, Лаш Таяпари 9 класри М.Михеева, Çĕнĕ Пăвари 8 класри М.Емельянова, Елчĕкри 11 класри А.Кузьмина икшер предметпа мала тухнă.
Аслă Елчĕк шкулĕнче иртекен олимпиадăсем малалла пыраççĕ. Вĕсем декабрĕн 17-мĕшĕччен тăсăлаççĕ.
Л.ЕФИМОВА.