Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăмалаксем палăк лартасшăн

Шăмалаксем палăк лартасшăн

2020 çулта эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Мĕнле кĕтсе илĕпĕр çак пысăкран та пысăк куна? Вăрçă хирĕнче хăйсене шеллемесĕр çапăçнă, пуçне хунă паттăрсене – ентешĕмĕрсене, хамăр ялсене – эпир тивĕçлипе астуса пурăнатпăр-и, вĕсене манса кайман-и?

Шăмалакра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене, вăрçăран таврăнсан вилнисене асăнса тепĕр çул çĕнĕ палăк лартасшăн. Палăк çук мар-ха ялта, анчах та вăл ĕлĕкех лартнăскер, кивелнĕ ĕнтĕ, тата унта пурин ячĕ-хушамачĕ те çук.

Çак тĕллевпех Шăмалаксем пĕрле пуçтарăнса пĕр саслăн çĕнĕ палăк кирлине палăртрĕç. Пысăк та пархатарлă ĕçре патшалăх пулăшăвне те шанать ял-йыш – Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕнче палăртнă проекта пурнăçа кĕртес шухăшлă.

– Вăрçăран таврăннисен хушамачĕсене те çырасчĕ палăк çине, – сĕнчĕ Александра Денисова.

Саня аппан ашшĕ – тĕрлĕ орден-медаль кавалерĕ Александр Дмитриев вăрçăра артиллерист пулса паттăррăн çапăçнă, чылай çул Шăмалакри вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ.

– Афган вăрçине хутшăннисене те манса хăварас марччĕ, – терĕ куçĕсене шывлантарса Зоя Кулакова. Унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ Станислав çак вăрçăра шар курса таврăннă, çав синкере пулах вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Халĕ пулас палăкăн эскизне, пурнăçламалли ĕçсен сметине тăвассипе ĕçлеççĕ Шăмалаксем, çитес шăматкун вара тепĕр хут пухăнса палăк пирки тĕплĕнрех калаçасшăн ял-йыш.

Владислав НИКОЛАЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code