Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн ветеринари сертификачĕсене çĕнĕ йĕркепе – электрон мелĕпе йĕркелес ĕç тĕпрен вăя кĕчĕ.
Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем электронлă сертификатсемпе ĕçлеме «Меркурий» тытăмра регистрациленнĕ хыççăн хут сертификатсем çаврăнăшран тухнă. Хальхи вăхăтра туса илекен пĕтĕм ял хуçалăх продукцийĕ, уй-хиртен пуçласа лавкка таранах, çын куçĕ умĕнче.
Электронлă сертификат пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнине пурте ăнланма тивĕçлĕ. Çак мел выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн куçăмне питех те тĕрĕс «йĕрлесе» пыма май парать. Ăна ăçта туса кăларни, мĕнле условире çитĕнтерни, хăш регионра кÿрсе килни – пĕтĕмпех куç умĕнче. Çак мелпе усă курни апат-çимĕç пахалăхне, хăрушсăрлăхне тата ытти киревсĕр пулăмсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе тăма та лайăх майсем туса парать.