Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пиротехника вăйă мар

Пиротехника вăйă мар

Умра – Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Çавăнпа та граждансене çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр.

Пурте эпир çĕнĕ çула асра юлмалла ирттерес тĕллевпе пиротехникăпа усă куратпăр. Ăна ятарлă лавккасенче анчах туянмалла, сутуçăран сертификат ыйтмалла. Раççейре хатĕрленĕ таварсем çинче хатĕре ăçта туса кăларнине палăртакан, ют çĕршывран кÿрсе килнисем çинче курттăм суту-илÿ тăваканăн адресĕ пулмалла.

Паллах, кашни хатĕрпе усă курнă чух инструкцие çирĕп пăхăнар. Пиротехникăна çул çитменнисене сутма, ачасен унпа хăйсен тĕллĕн анчах усă курма юрамасть. Çак хатĕрсене кĕсьене чикнĕ, вăл вара хытă япала çумне перĕнсе сирпĕнсе кайса çынсем аманнă тĕслĕхсем те пулнă. Çавăнпа та ăна упрас йĕркене те пăхăнар – нÿрлĕ вырăнта тытар, урамри сутуçăсенчен туянар мар. Йĕпе пулнăран тÿрех тивсе илмесĕр алă çинче сирпĕннĕ тĕслĕх те пулма пултарать. Республикăра çакăн евĕр тĕслĕх те пулнăччĕ – пĕр çамрăк çын петардăна пула алă пÿрнин икĕ сыпписĕр тăрса юлнă: сирпĕнекен хатĕр унăн çанни ăшне ÿкнĕ те, арçын ăна кăларса илесшĕн пулнă, çав вăхăтра вăл сирпĕнсе ăна амантнă.

Фейерверкпа усă курмалли йĕркене пăхăнманран пĕр çулĕнче Тăвай районĕнче сарай çунса кайнăччĕ.

Уяв савăнăç анчах илсе килтĕр тесен хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар.

В.ГРИГОРЬЕВ,
Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code