Шăмалак ялĕнчи тĕп урамра лавккасем пĕр тĕлелле вырнаçнă. Ял çыннисем хăйсене кирлĕ тавара кирек хăшĕнче те туянма пултараççĕ.
«Ромашка» лавкка инçетренех илемлĕн çуталса ларнипе кирек кама та кăчăк туртать пулĕ. Кунта Çĕнĕ çул çывхарни таçтан паллă. Каç сĕмĕ çапсанах илемлĕ çутăсем йăлтăраççĕ, умри Хĕл Мучипе Юрпике тавар туянакансене хаваслăн кĕтсе илеççĕ.
Лавкка хуçи – Александр Гаврилов уйрăм предприниматель. Шăпах çав тăрăхра пулнă чухне унта кĕрсе тухма тÿр килчĕ. Александр Анатольевичăн мăшăрĕ Светлана Васильевна тавар тиесе килнĕ те вĕсене сентресем çине тирпейлĕн вырнаçтарса хурас енĕпе тимлет. Хальхи вăхăтра вăл сутуçă тивĕçне те пурнăçлать.
Чăн та, мĕн кăна çук-ши ку лавккара?! Куллен усă курмалли япаласенчен пуçласа выльăх тăварĕ таранах. Ял çынни чун мĕн ыйтнине туянма пултарать – сентресем тĕрлĕ таварпа лăк тулли. Самантлăха та çын татăлмасть кунтан.
Лавкка уçăлнăранпах тăрăшакан Валентина Чернова сутуçă тавар туянакансене яланах хапăл, тарават. Хăйне шанса панă тивĕçе яваплăн пурнăçлакан Валентина Сергеевна ĕçĕпе хуçасем те, ял çыннисем те питĕ кăмăллă.
Йăл кулăпа çиçекен Валентина нимĕнле ĕçрен те ÿркенмест. Вĕсен çемйи картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Мăшăрĕ, Анатолий Петрович, çемьешĕн тăрăшакан арçын, Мускава ĕçлеме çÿрет. Кĕркунне-çуркунне ял çыннисен пахчисене сухаласа парать, ытти ака-суха ĕçĕсене хутшăнать.Вăл инçетре чухне çамрăк хĕрарăмăн пĕр канăç та çук: ĕнине суса сĕтне патшалăха парать, пăру, вăкăр, сыснасем самăртать.
Черновсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Надя, аслă шкул пĕтернĕ те ЧПУрах ĕçлет. Наташа врача вĕренет. Улттăмĕш курс студентки. Кĕçĕнни, Артем, ултă çулта. Ача садне çÿрет.
Илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăмсем ĕçченлĕхĕпе, ăш пиллĕхĕпе ялта ырă ят çĕнсе илнĕ.
В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: В.Черновăпа С.Гаврилова.