Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Çĕнĕ 2019-мĕш çулпа тата çутă Раштав уявĕпе ăшшăн саламлатăп!
Çак уявсем кашни çыншăн çывăх. Вĕсем пире çĕнĕ ĕмĕтсем парнелеççĕ, ырра тата малашлăха шанма вĕрентеççĕ.
Чăваш Республикишĕн 2018-мĕш çул аталану çулталăкĕ пулчĕ. Пирĕн пĕрлехи ырми-канми ĕçпе хастарлăха тата пуçарулăха пула Чăваш Ен çирĕппĕн малалла аталанать. Эпир республикăра пурăнма, ĕçлеме тата ачасене тĕрĕс çитĕнтерме лайăх майсем тăвас тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕмĕр: ача сачĕсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, культура тата спорт объекчĕсем, çĕнĕ производствăсем уçрăмăр, çул-йĕр хыврăмăр.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Тăван республика аталанăвне паха тÿпе хывнăшăн сире пурне те пысăк тав.
Эпир пурте яланхи пекех пĕр шухăшлă пулса ĕçлени, пирĕн пĕрлĕхри вăй çитĕнÿсене татах та ÿстерсе пыма пулăшса пырĕç.
Сирĕн килĕрсенче яланах ача-пăча кулли янăратăр!
Пурне те пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу тата савăнăç сунатăп.
Çĕнĕ çул ячĕпе сире, туссем!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
Дорогие соотечественники!
Примите самые теплые поздравления с Новым 2019 годом и Рождеством Христовым!
Это любимые всеми праздники, которые объединяют людей разных поколений, несут в себе веру в успех и добро.
Для Чувашской Республики 2018 год стал годом созидания и поступательного развития. Мы строили детские сады, школы, дороги, ФАПы, спортивные и культурные объекты, открывали новые производства, создавали комфортную среду для жизни, работы и воспитания детей.
В преддверии праздников хочу поблагодарить жителей Чувашии за неоценимый вклад в процветание родной республики. Благодаря вашему ежедневному труду, неравнодушию и инициативности Чувашия развивается.
Убежден, что наступающий 2019 год откроет для нас много новых возможностей для роста экономики, совершенствования социальной сферы, отраслей культуры и спорта, позволит закрепить результаты, преумножить достигнутое.
Пусть детский смех в этот праздник раздается из каждого дома. От всей души желаю тепла, уюта, радости вашим семьям. Будьте счастливы, дорогие земляки!
С наступающим Новым годом!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев