2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа републикăра капиталлă строительство объекчĕсен, промышленноçра усă куракан тата çынсем пурăнакан вырăнсен ?ял-поселок/ çĕрĕсен патшалăх кадастр хакне палăртас ĕçе ирттерме йышăннă.
Маларах Росреестрăн кадастр палати пурнăçланă çак ĕçсене малашне ЧР Юстици министерствин «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ туса пыма тытăнĕ.
Ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене 2018 çултах туса ирттернĕ: кăтартусене малалла тишкерес тĕллевпе рынокри информацие пухнă. Асăннă категорири çĕрсен хакне палăртнă чухне йăнăшас мар тесе республикăра тÿрлетÿсен иккĕлле режимне йĕркелеме йышăннă. Çапла майпа пуш уйăхĕнче тÿрлетÿсен пĕрремĕш режимĕ пуçланмалла. Ун чухне пилотлă муниципалитет йĕркеленĕвĕсен территорийĕсенчи кадастр хакĕсем тăрăх тунă малтанхи отчетсене бюджет учрежденийĕн интернет сетĕнчи официаллă сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Харпăрлăх хуçисем чăнлăхпа тÿр килмен самантсене асăрхасан хăйсен çĕр лаптăкĕсем пирки калакан кăтартусене тÿрлетме пултараççĕ. Çак тĕллевпе вĕсен бюджет учрежденине асăрхаттару тата çирĕплетекен документсем ярса памалла.
Çу уйăхĕнче тÿрлетÿсен иккĕмĕш режимĕ пуçланмалла. Çак тапхăрта харпăрлăх хуçисем 50 кунран кая юлмасăр «Чăваштехинвентаризацийĕн» отчечĕн проекчĕ тĕлĕшпе хăйсен асăрхаттарăвĕсене тăратма пултараççĕ: НФЦ урлă е почтăпа ярса, интернетпа усă курса, çав шутрах – Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен порталĕ урлă.