Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Кăшарни уявě шкулти вулавăшра

Кăшарни уявě шкулти вулавăшра

 Кăрлач уйăхěн 19-мěшěнче Православи тěнне ěненекенсен чи пысăк уявě – Кăшарни. Христос Турра шыва кěртнě кун.

      Кăшарни уявěн пěлтерěшěпе, историйěпе, халăхăн авалтан пыракан йăли-йěркипе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăшра 7,10 мěш  класра вěренекенсемпе З.П.Обручкова  тата Любовь Адюкова «Кăшарни уявě» калаçу йěркелерěç.

      Кăшарни Турă шыва аннă кун пуçланнă. Ку уява Евангелире çырса кăтартнă Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывне кěртнине асăнса çирěплетнě. Çак кун илнě шыв çулталăкěпех упраннă. Çак шыв чун-чěрене лăплантарма та, сурансене, чир-чěре ирттерсе яма та усă курнă. Таса шыв çынсен ӳтне те, чунне те сыватать. Çавăнпа та çак кун илнě шыва таса савăтсенче тирпейлě упрамалла, кирлě пулсан, унпа кирек хăш вăхăтра та усă курма юрать, ăна çулталăкěпех упрасан татах та аванрах. Иисус  Христос ятне çак кун анчах мар, тăтăшах аса илесчě. Вăл тунă ырлăхсемшěн  ăна тав тума манса каяс марччě. Турă ятне асăнни пире яланах пулăшса пырě. Çакăн çинчен пулчě паянхи калаçу.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code