Ĕнер районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ.
Ăна район пуçлăхĕ Ираида Васильева ертсе пынă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Кун йĕркине сакăр ыйту кĕртнĕ. Чи малтанах районăн кăçалхи тата çитес çулсенчи планри бюджечĕ пирки район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, улшăнусем кĕртнĕ хыççăн районăн кăçалхи бюджечĕн тупăшĕ 309,4 миллионпа, расхучĕ 333,8 миллионпа танлашать. Çавăн пекех вăл бюджет укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курас йĕркепе паллаштарнă.
Контрольпе счет органĕн положенине улшăнусем кĕртесси çинчен Марина Смолина чарăнса тăнă.
Унтан депутатсем çĕршĕн тÿлемелли аренда тÿлевĕсем, район харпăрлăхĕ çинче тăракан пурлăха Аслă Таяпа ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарас пирки тата ытти тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова йышăнусен проекчĕсемпе паллаштарнă.
Юлашкинчен депутатсем награда памалли материалсене пăхса тухнă.