Ачасен çуллахи канăвне усăллă та хаваслă ирттерес тата çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвассине асăрхаттарас тĕлĕшпе халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерет.
Эпир тĕрлĕ сăлтава пула йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: сусăр ача çитĕнтерекенсем, ача усрава илнисем, сахал тупăшлă, ăнăçсăр çемьесем, нумай ачаллисем, ачан сусăр ашшĕ-амăшĕ, çемьене тăрантаракан, пурăнмалли вырăн çук çемьесем.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче хула тулашĕнчи лагерьсенче канма çак категорири ачасем валли 43 путевка уйăрнă. Вĕсенчен 17-шĕ – тÿлевсĕр, 26-шĕ /путевка хакĕн 5 процентне тÿлемелле/ тÿлевлĕ. Сăмах май, сусăр тата ăнăçсăр, нумай ачаллă ?5 е унтан та ытларах/ çемьесенчи ачасем тÿлевсĕр канаççĕ.
Лагере канма каяс тесен ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕн халăха социаллă пулăшу паракан центра пырса заявлени çырмалла тата хушма документсем /ашшĕн е амăшĕн паспорт копийĕ, ачан çурални çинчен, ачана усрава илнине, сусăр, сахал тупăшлă пулнине ĕнентерекен хутсене/ тăратмалла. Пирĕн адрес: Елчĕк ялĕ, Пушкин урамĕ, 1-мĕш çурт, телефон номерĕ: 2-57-69.
З.ОРЛОВА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрти çемьесемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ.