Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Финанс пĕлĕвĕ

Финанс пĕлĕвĕ

çынна вулама тата çырма пĕлни евĕр кирлĕ пулнине паян никам та хирĕçлеймĕ. Çемье бюджетне тытса пыма, пур укçа-тенкĕпе перекетлĕн усă курма пĕлни вăрах вăхăтлăх плансем тума тата ăнăçуллă пулма пулăшаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери перекетлĕх кунне халалласа Елчĕк районĕн администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова район администрацийĕн ĕçченĕсемпе «Управляй личным бюджетом» темăпа калаçу ирттернĕ, пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрăва сăнарлакан слайдсемпе паллаштарнă.

Раççей Финанс министерствин ятарлă проекчĕпе килĕшỹллĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри перекетлĕх эрнине халалласа Галина Владимировна Елчĕкри тĕп библиотекăра вулавăш работникĕсемпе тата вулакансемпе, Елчĕкри нумай функциллĕ центр ĕçченĕсемпе те тĕл пулнă. Перекетлĕх пирки сăмах пынă май граждансен çакна та лайăх пĕлмелле: паян кашни çыннăн вак укçасемпе кулленхи пурнăçра активлă усă курмалла. Вĕсене пухмачсенче упрани, сувенирсем хатĕрлеме е тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттерме ытти енĕпе тĕллевсĕр усă курни укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ çине пырса тивет. Çавăнпа та лавккасенче, обществăлла транспортра, ытти вырăнта вак укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла.

Вак укçасене банксем хутлисемпе те улăштарса параççĕ. 2017 çулхи ноябрĕн 1-31-мĕшĕсенче Атăлпа Вятка банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнче граждансене çакăн пирки ăнлантарĕç. Çак тĕллевпех 8 (8352) 39-12-12 номерпе «Хĕрỹ лини» йĕркеленĕ (ĕç кунĕсенче 10-16 сехетсенче шăнкăравламалла). Кассир вак укçа-тенке хутлипе улăштарса пама хирĕçлесен те халăха çак номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code