Июнĕн 6-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи çул çинче çĕрлехи вăхăтра автомашина аслă çулпа пыракан çын çине пырса кĕнĕ, лешĕ васкавлă пулăшу машини килсе çитиччен пурнăçран уйрăлнă.
Инкек çуран çÿрекен тĕксĕм тумпа пулнăран водитель ăна асăрхаса ĕлкĕрейменнипе пулнă. Çавăнпа та граждансене çул-йĕр çинче уйрăмах тимлĕ пулма, тумтир çине çутта хирĕç çутатакан детальсем çĕлесе е çыпăçтарса хума ыйтас килет.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.